Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тискерскер?.. — Хӗлимуна ӗненсе ҫав самантрах Палюк мучи патне чупрӑм эпӗ те.
Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.
Шутсӑр тискерскер…
Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.
— Акӑ мӗн пулса иртрӗ, — терӗ вӑл лавҫа, — пысӑк вӗҫен кайӑк, тискерскер, хӑйӑва чарланпа пӑтраштарчӗ ахӑр, манран шлепкене туртса илчӗ те самантрах ҫухалчӗ!
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӑмахран, пин те сакӑр ҫӗр каратлӑх бриллиант ҫинчен хывнӑ легенда; вӗсем ӑна шампань эрехӗн бокалӗпе «Жоселона» арийӗ хушшинче акӑш-макӑш чеен те тӗрӗслӗхлӗн якатса кӑларчӗҫ, ҫак халап витӗм кӳнипе пин-пин ӑҫтиҫук тӗлӗнтермӗше шырама Альпетри шыв сикки тӳремлӗхне туха-туха ӑнтӑлчӗ, унта, шыв ҫийӗнче, ту хысакӗнче, ҫав тискерскер йӑлкӑшса выртнине чӑннипех курчӗҫ тейӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
— У-у, тискерскер! — тӗлӗнсе те васкамасӑр калать Тимахви, аллине туртса илнӗ май.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл хӑех фашист пирӗн киле пӑшалпа кӗчӗ пулсан, маншӑн вӑл ҫын мар, тискер кайӑк, кашкӑртан та тискерскер, ҫӑткӑнскер тесе калатчӗ.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
— Тур ҫырлах, мӗнле тискерскер! — тенӗ майра йывӑррӑн сывласа, унтан пуҫне пӑркаласа илнӗ.— Боже мой, какой дикарь! — вздохнула дама и покачала головой.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Тискерскер!
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ах, тискерскер! — малалла та ҫаплах.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Патша вара, хаяр чухне Фаларисран та тискерскер, иудейсем манӑн паянхи ыйхӑма тав тума тивӗҫлӗ тенӗ, 13. «эсӗ вара ҫав усал иудейсене пӗтермешкӗн сӑлансене ыранхи куна та паянхи пекех хатӗрлесе тӑрат» тенӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрле тӗлӗкре тӑваттӑмӗш чӗрчуна куртӑм — хӑрушӑскер, тискерскер, вӑйламасскер; шӑлӗсем — темӗн пысӑкӑш, тимӗр; вӑл хыпса ҫӑтать те аркатать, юлашкине ури айне туса таптать; вӑл малтанхи тискер чӗрчунсенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, вӑл вунӑ мӑйракаллӑччӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1