Поиск
Шырав ĕçĕ:
тинкермесӗр (тĕпĕ: тинкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна ҫупӑрлаттӑм, унӑн вӗри аллисене ҫирӗп чӑмӑртаттӑм, ӑна, икӗ алӑпа питҫӑмартисенчен тытса, куҫӗнчен пӑхаттӑм, кайран таҫта, тӗттӗмелле тинкерсе, анчах пӗрре те тинкермесӗр, йӑл-йӑл кулаттӑм.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Е каҫпа ҫурта ҫутинче хӑвӑн пӳлӗмӗнте ларатӑн; ҫурта ҫунӑкне хырма е пукан ҫинче тӳрленерех ларма сасартӑк пӗр самантлӑха вуламашкӑн чарӑнатӑн та ун-кун пӑхса илетӗн; алӑксем патӗнче, кӗтессенче пур ҫӗрте те тӗттӗм, ҫуртра ним сас-хура та ҫук, — ҫак шӑплӑха тӑнламасӑр, уҫнӑ алӑк витӗр тӗттӗм пӳлӗм сӗмлӗхнелле тинкермесӗр, вӑрахчен ним хусканми ларса йӑпанмасӑр е аяла анса мӗнпур пушӑ пӳлӗмсене кӗрсе пӑхкаласа ҫӳремесӗр ниепле те чӑтма ҫук.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тинкермесӗр пӑхакана кичеммӗн туйӑнакан тинӗс чӑн-чӑн моряксене курма, тавҫӑрса илме пӗлекен ҫынсене тӗлӗнмелле тӗрлӗ енлӗ курӑнать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗррехинче Штольц Парижра иртен-ҫӳренсем ҫине, вывескӑсем ҫине тинкермесӗр пӑхкаласа, бульварпа пыратчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницы:
- 1