Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫхи сывлӑмпа ту ҫилӗ манӑн ҫуннӑ пуҫӑма уҫӑлтарсан тин, ӑс-тӑнӑм яланхи пек йӗркене кӗрсе ҫитсен тин пӗтнӗ телей хыҫҫӑн хӑвалани усӑсӑр та ӑссӑр иккенне тавҫӑрса илтӗм эпӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑйӗн носилкине санитари самолёчӗ ӑшне вырнаҫтарсан тин, хӑй ӑнсӑртран ҫеҫ тепӗр хут «Метеорологи сержантне» асӑрхасан тин, Алексей ҫак хӗрӗн паттӑрлӑхне тӗрӗссипе хакларӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл пин утӑм тусан тин, урӑхла каласан, ҫур километр кайсан тин, пӗрре канас пулать, канасса та пилӗк минутран ытла канас мар, тесе шутларӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫартан тин кӑна таврӑннӑ, кӗрӳ ӗнтӗ, хӗрӗм те ман — тин кӑна техникум пӗтерсе тухнӑ.Он с армии демобилизовался, зять-то, моя тоже – техникум только закончила.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
6. Ҫап-ҫамрӑк хӗрсем, тин ҫеҫ каччипе мӑшӑрланнӑскерсем, тин ҫеҫ туя ларнӑскерсем, чунтан савӑнас вырӑнне хурланса йӗме пуҫланӑ, сӗрӗшпе сӗрӗннӗрен ырӑ шӑршӑ саракан ҫӳҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ӗнтӗ вӗсене ҫарамас халлӗнех хӑваласа пынӑ, туй юрри юрлас вырӑнне вӗсем, ют йӑх ҫыннисем асаплантарса-хӗнесе пынӑран, ыттисемпе пӗрле кӑшкӑрса макӑрнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тин кӑна кӑмӑла пӑснӑ пулӑмсем тинех иккӗмӗш плана куҫӗҫ, унтан вуҫех ҫухалӗҫ.
15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Дигэ куҫӗсене мӗншӗн хупнине халӗ тинех ӑнлантӑм, вара пӗр тӳре-француз пирки такамӑн калавӗ аса килчӗ: ҫак этем Наци банкӗн путвалне лекнӗ-мӗн, ылтӑн тӑрӑхсен куписен хушшинче ҫӳренӗ хыҫҫӑн ниепле те тухса каяйман, пӗр стакан эрех ӗҫтерсен тин…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Колхозри выльӑх-чӗрлӗхе пӑхас ӗҫ тӳрех ун ҫине тиенчӗ, вара вӑл хӑйне майлӑ ҫемҫен те йӗркеллӗн пулса пынӑ пек туйӑнакан ӗҫ мӗне тӑнине тинех ӑнланчӗ, Авдотья аллисенчи вӑя ҫавӑн чухне тин хакларӗ…
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Акӑ тинех хайхи ҫурт мӗлки кӳленчӗкрен те тухрӗ, ҫур урам ҫап-ҫутӑ пулса тӑчӗ, Кандова хӑйне тесен вара тин кӑна хӗвел тухассӑн туйӑнчӗ…
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӳпемрен каҫсан, Виле варӗ патӗнче, юр ҫине выртса юлнӑ вӑкӑр тислӗкне асӑрхарӗ, лашине чарса тӑратрӗ: тислӗкӗ ҫӗнӗскер, ӑна ҫӳхе пӑр ҫурхахӗ тин кӑна карса илнӗ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Карчӑкпа кинӗ ҫав укҫапа ҫеҫ тӑранкаласа пурӑннӑ, карчӑкӑн куҫҫулӗпе тӑварланнӑ ватлӑхне вара Андрей каярахпа тин канлӗх пама пултарнӑ.Тем и жила со снохой старуха, чью старость, соленую от слез, поздновато пришлось Андрею покоить.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пире унӑн машинисене, унӑн вӑкрисене, унӑн вӑй-хӑватне парӑр, вара эпир унпала тин танлашӑпӑр.Отдайте нам его машины, его быков, силу его отдайте, тогда будет наше равенство!
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах, яланхи пекех, чи ӗнентерӳллӗ сӑмахсем унӑн кайран тин пуҫа килсе кӗреҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫакна эсӗ коллективизаци вунтӑватӑ процента ҫеҫ ҫитнӗ районта, вӑтам хресчен колхоза кӗмешкӗн тин хатӗрленекен районта, тӑвасшӑн иккен.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫутӑлас умӗн тин вӗҫленсеччӗ керменте чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ, Израиль патши ӑна Ассири патшин, мухтавлӑ Тиглат-Пилеазарӑн, элчисем ячӗпе ирттерсеччӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Иван Иваныч темскер каласшӑн пулса ӳсӗрсе илчӗ, анчах малтан чӗлӗм чӗртсе ячӗ, унтан тин вара сӑмахӗсене тата-тата ҫапла каларӗ:
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
«Ку япалана ҫынсене суккӑрлатма, минретме, йӑлтах пӑсса пӗтерме юри тунӑ тесе ӗнентерсен тин, эп ӑна ӑспа тунӑ япала вырӑнне хума пултаратӑп.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Кушак пек чӗрӗскер, Нунча ун умне пӗшкӗнчӗ те, ыттисемпе пӗрле кула-кула: — Хӗрӗм, — терӗ хӑйӗн вӑйлӑ аллипе хӗрӗн сапаланнӑ ҫӳҫне якатса, — ачамҫӑм, пӗлес пулать: чӗре вӑл вӑйӑра, ӗҫре, юратура пиҫет — пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм чӗри вӑл, пурнӑҫа ӑна вӑтӑртан аякка иртсен тин пӗлсе ҫитетӗн… ан кӳрен, хӗрӗм!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ун таврашӗнче ҫынсем, тин тухнӑ хӗвел шевли тивнипе парӑс ҫуталса илнӗ пек, йӑлкӑшса ҫунса тӑратчӗҫ, ку чӑннипех ҫаплаччӗ: Нунча нумайӑшсемшӗн, мачта пек тӳрӗ пилӗклӗскер, янӑравлӑ сасӑллӑскер, урампа хӑй урапи ҫумӗнче утса пынине курсан, ун ҫинчен ырӑ мар сӑмах каламастчӗҫ — ӑна ҫапла хисеп кӳретчӗҫ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унтан эпӗ ҫывӑрса кайрӑм, вӑрансан, вӑл пекарньӑра ҫукчӗ; вӑл каҫа хирӗҫ тин таврӑнчӗ.Потом я заснул, а когда проснулся, его уже не было в пекарне, и он явился только к вечеру.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.