Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫлӗрех (тĕпĕ: тивӗҫлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман тивӗҫлӗрех ӗҫе кӗтсе ывӑнчӗ иккен тусӑм.

Помоги переводом

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тата ытларах та ӗҫлесе тивӗҫлӗрех пулӑп-ха.

И еще больше буду заслуживать.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ютран килнӗ, вырӑнти интерессемшӗн пӗртте тӑрӑшман ҫын, тулли чыхса тултарнӑ укҫа хутаҫҫи пулӑшнипе суйлавҫӑсене хӑй майлӑ ҫавӑрса, вырӑнти халӑхран тивӗҫлӗрех кандидата суйлас вырӑнне хӑйне суйлаттарни пулман-и?

Разве не может какой-нибудь пришелец, вполне равнодушный к местным интересам, при помощи тугого кошелька убедить избирателей голосовать за него вместо гораздо более достойного кандидата из местных жителей?

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑвӑрӑн ывӑлӑра эсир урӑх ҫулпа — хӑвӑрӑн чапӑртан кая мар, анчах пурлӑхӑра кура тивӗҫлӗрех ҫулпа ярӑр, — ҫак сӑмахсене каланӑ чухне ректорӑн сасси темӗнле кулнӑ пек туйӑннӑ.

Попытайтесь направить вашего сына по другой стезе, не менее приличествующей вашей гордости и более соответствующей, — голос ректора дрогнул насмешкой, — более соответствующей вашим доходам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Пурнӑҫ ҫине ҫиелтен пӑхни хӑшпӗрисен малтанрах, теприсен кайранрах пӗтет, вӗсем вара пурнӑҫ ҫине ҫирӗпрех, ӑслӑрах тивӗҫлӗрех пӑхма пуҫлаҫҫӗ.

У одного раньше, у другого позже бездумное отношение к действительности сменяется другим — более трезвым, строгим и серьезным.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах пирӗн нефтепровод литературӑра тӗксӗм тайган мӗнпур илемлӗхӗнчен те тивӗҫлӗрех пулнине ӗненсе тӑратӑп.

Но убежден, что наш нефтепровод — куда более достойный объект для литературы, чем все прелести первобытной тайги.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсене, тен, тахҫанах тивӗҫлӗрех те пултаруллӑрах ҫынсемпе улӑштарма вӑхӑт пулин те, эпир вӗсене улӑштарма ҫук тесе шутлатпӑр…

которых мы сами возвели в разряд незаменимых, хотя их, может быть, давно пора заменять более достойными и способными работниками…

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алӑ ҫӗклесе сасӑлама вӑхӑт ҫитсен вӑл вырӑнтан хускалчӗ те лӑпкӑ сасӑпа каларӗ: «Кашни номернех вуласа пытӑм. Ман шутпа, «Чӗкеҫ йӑвине ан салатӑр» повеҫ ку премие илме тивӗҫлӗрех».

Когда наступило время голосовать, поднимая руки, он дернулся с места и сказал мягким голосом: "Читал каждый номер. По-моему, эту премию больше заслуживает повесть "Не разоряйте ласточкино гнездо".

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней