Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн упӑшкасем вӑрҫӑра тертленеҫҫӗ, эсӗ вӗсен арӑмӗсене хыпашласа ҫӳретӗн! — ҫиҫӗм пек хӑвӑрт санталине хывса Кабаргаса питӗнчен шартлаттарчӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑшӗсене мобилизаци йӗркипе ҫара илсе кайнӑ, хӑшӗсем улпутсен именийӗсенче тертленеҫҫӗ.Кто по мобилизации в армию забран, кто батрачит у помещиков по имениям,
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ирӗклӗрех ҫамрӑксем пурте торф кӑларнӑ ҫӗрте тертленеҫҫӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫав вӑхӑтра слонсем шыв ҫукран ҫав тери касӑхса ҫитнипе тертленеҫҫӗ, тепӗр темиҫе кунран вӗсенчен хӑрушлӑх инстинкчӗ хӑпать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсен ҫӳҫӗпе пичӗ шап-шурӑ тусанпа витӗннӗ; акшар пӗрчисем куҫӗсене лексе йӑмӑхтараҫҫӗ, вӗсем куҫ хупанки айӗнчен чӗпӗтекен вӗтӗ-вӗтӗ пӗрчӗсене кӑларассишӗн тертленеҫҫӗ, пичӗсене чарари шывалла усса куҫ улмисем хӗссе ыратнӑран шӑлне ҫыртса ӗшеничченех мӑчлаттараҫҫӗ, ыратни иртсен лаштах сывласа яраҫҫӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шыв порцине панӑ хыҫҫӑнах, кӑнтӑрлах, ӗҫсе яракан матроссем нӳрӗке ҫийӗнчех, питӗ хӑвӑрт ҫухатаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шӑрӑхра тата вӑйсӑрланнӑран вӗсен чӗрисем тарлаҫҫӗ, Риттерпа Клаусон ҫапах та ҫӗрле ҫывӑраҫҫӗ, ыттисем вара ыйхӑ килменнипе аптӑраҫҫӗ е йывӑр тӗлӗрӳре юхан шыв-кӳлӗ курса тертленеҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Вӗсем пуҫа ыраттаракан тӗрлӗ чирсемпе, уйрӑммӑнах чӗре чирӗсемпе, икӗ алӑри, уйрӑммӑнах сылтӑм алӑри нервсемпе мышцӑсене хутлатса лартакан асаплӑ чирсемпе тертленеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӗрӗн ҫап-ҫутӑ куҫӗсем тертленеҫҫӗ, хӑвӑрт ҫӳрекен урисем тайӑлаҫҫӗ, вӑл чӗркуҫленсе ларать, хӑйӗн шурӑ аллисемпе ырӑ хуҫин хӑрушӑ та тискер пуҫне ыталать те пӗтӗм чунхавалӗпе, тарӑхнӑ сасӑпа ҫапла калать:
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Сӑмах майӗпе тӑвар ҫинчен аса илтӗмӗр — тӑвар ҫуккипе пирӗн пайтах отрядсем питӗ тертленеҫҫӗ, колхозниксем те нумайӑшӗсем цынга чирӗпе асапланаҫҫӗ, — Мускавран мӗн чухлӗ те пулин тӑвар илсе тавӑрӑнма пулмӗ-ши, тетпӗр.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Темиҫе миллион ӗҫсӗр юлнӑ шурӑ ҫынсем те негрсенчен кая мар тертленеҫҫӗ.Миллионы белых безработных по своим страданиям тоже недалеко ушли от негров.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
«Ачасем тертленеҫҫӗ, — шухӑшласа илчӗ вӑл. — Плансем ҫинчен кӑшт та пулин систермелле».«Ребята мучаются, — подумал он. — Надо хотя бы немного напомнить о планах».
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Халь Фан Сюань-чо Китайӑн пулас пурнӑҫӗ ҫинчен уйрӑммӑнах килӗшӳллӗ каларӗ тата хӑйне, хӑрушлӑха пӑхмасӑрах, Тӑван ҫӗршывӗн пурнӑҫӗнче кирлӗ ӗҫсемшӗн хыпса ҫунакан патриот вырӑнне шутлама та хӑйрӗ: ҫынсем хӑйсен обществӑри вырӑнӗ пулнине ӑнланса илеймесӗр яланах тертленеҫҫӗ вӗт…
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Ҫынсем унта епле кӗтсе тертленеҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем яланах ӗҫлеҫҫӗ, ӗмӗрех тертленеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче цементран туса лартнӑ япаласенче — вӗсен тарӗпе юнӗ; анчах ҫаксемшӗн, — ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле япаласем туса лартассишӗн, тӑрӑшса, халтан кайса, мӗн ӗмӗр-ӗмӗр вӑй хурса ӗҫленӗшӗн — вӗсем нимӗн те илмеҫҫӗ; вӗсен килӗ-ҫурчӗсем те ҫук, тӑранмалӑх ҫӑкӑрӗ те питӗ ҫителӗксӗр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пурте ҫӳлти туррӑн мӗнле те пулин асапӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ пекех, Арави ҫеҫенхирӗнчи ҫул ҫӳрекен караван шыв тупайман пекех, ӑш хыпнинчен ҫӑлӑнмалли майсем шыраҫҫӗ, пурте ниҫта кайса кӗрейми чупкалаҫҫӗ, пурте тертленеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
4. Хаклӑ чул-тӑпра тупса кӑлармашкӑн нихӑҫан ура пусман ҫӗрте пусӑ алтаҫҫӗ, ҫӗр айне анаҫҫӗ, ҫынсенчен аякра ҫакӑнса-сулланса тертленеҫҫӗ.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1