Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку отрядсем хӗрлӗ шатрапа тата ытти вӗри чирсемпе тертленекен ҫынсене те эмелленӗ, хӗрарӑмсене ача ҫуратма та пулӑшнӑ.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Ҫак йӑла-йӗркене кашни чӑваш мӗн пӗчӗкрен пӗлет, ӗненет, ахӑртнех, ҫавӑнпа чӑнах та хӑй урлӑ упӑшки виҫӗ хутчен каҫни те ҫуратаймасӑр тертленекен хӗрарӑма пулӑшнӑнах туйӑнать пулас.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хресчен кӑна шӑлне вӑйсӑррӑн кӑчӑртаттарчӗ, унӑн арӑмӗ, мӗскӗн хӗрарӑм, питне пуҫ тутрипе хупласа, салтака тытса кайнӑ ывӑлӗшӗн, ют ҫынсен ырлӑхӗшӗн ҫӗрӗн-кунӗн тертленекен хӗрӗшӗн, вырса кӗртме ӗлкӗричченех сутма тивнӗ тырришӗн хурланса макӑрчӗ, хӑйӗн, хӗресчен арӑмӗн, чӗререн тухакан хаяр сассипе пӑшӑлтатса, килне-ҫуртне нушапа хӗн-хур кӳрекенсене пӗтӗм чунтан ылханчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унтан Гервак тертленекен тӗлелле куҫса вӗрен тӑршшӗ ҫитни-ҫитменнине виҫсе пӑхрӗ.Затем, скрывшись в той стороне, где томилась Гервак, примерил, хватит ли длины веревки.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Атӑ кӗллисемпе чышнӑран тертленекен лаша чӗтре-чӗтре малалла ыткӑнать, анчах вӑл пур пӗрех пӗр вырӑнтах тӑпӑртатса тӑрать пек…
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Вӑл юриех ҫирӗппӗн, хӑйне хӑй асла хунипе тертленекен ҫыннӑн кӑшкӑравӗпе калаҫать.Говорил он преувеличенно твердо, с выкриком, как человек, страдающий манией величия.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл ҫӑкӑршӑн тертленекен халӑха пин-пин ункӑсемпе ҫавӑрса илнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Эпӗ хамӑр ачашӑн — халӗ Тамплере тертленекен корольшӑн — вӗсен ачисене ҫунтарса янипе тавӑртӑм.— Я отомстил; пусть их дети поплатятся за наше дитя — за нашего короля, заточенного в Тампле.
ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вара кашниех, пуҫтарса кӗртмен тулӑ паккусӗсем, ут чӗрнисемпе таптанса пӗтнӗ ҫулман тырӑ пуссисем, пушӑ ларакан анкартисем ҫине пӑхса, хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫре хӑшкӑлтатса тертленекен хӑйӗн теҫеттинӗсене аса илчӗ, чунӗпе хытрӗ, тискерленсе талӑрчӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лалкӑн юратнӑ тусӗ Рада ҫуртра пурӑнни вӗсене йывӑр хуйхӑран кӑштах йӑпатать, йӗрӗнессипе кураймасси вырӑнне халь инкек чӑтса тертленекен ҫурт-йӗрсӗр хӗре ҫывӑх курни палӑрчӗ.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку кӗнекери тӗп сӑнар — феодализмпа империализм пусмӑрӗнче тертленекен хресчен.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Йывӑр пурнӑҫ ҫинчен, ӗҫ пирки пӑшӑрханса тертленекен, ҫӗр ҫинче пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтесе темшӗн хӗвӗшсе ҫӳрекен, ӗмӗрӗпех пӗтмен вӗҫӗ-хӗррисӗр ӗҫшӗн пурнӑҫа шеллемен ҫынсем ҫинчен илтмен вӗсем.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юмах пекчӗ-ха вӑл маншӑн, калама ҫук пысӑк та юрлӑ-тӑманлӑччӗ, выҫлӑхпа та вӑрҫӑпа тертленекен хулаччӗ.Она была таинственная, огромная, снежная, занятая голодом и войной.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Выҫӑпа тертленекен хӗрарӑмсем хӑйсем сыхлакаласа усранӑ тыррисене пӗр пӗрчӗ юлмиччен артель ҫӗрпӳртне пырса хунӑ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
3. Ах вилӗм! эсӗ ҫуклӑхпа тертленекен, вӑйран ӳкнӗ ҫыншӑн, 4. ватӑлса ҫитнӗ ҫыншӑн, тӗрлӗ йывӑр шухӑшпа хӑшкӑлнӑ ҫыншӑн, шанчӑкне ҫухатнӑ, чӑтӑмлӑхӗ пӗтнӗ ҫыншӑн — савӑнӑҫ.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Хӑвӑн суту ҫинчен Эсӗ тӳперен пӗлтертӗн; ҫӗр ҫинчи пур тертленекен ҫынна ҫӑлмашкӑн Турӑ сут тума килсессӗн, ҫӗр хӑраса ӳкрӗ, шӑп пулчӗ.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1