Поиск
Шырав ĕçĕ:
Гвоздев уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та халӗ пӗтӗм палата унӑн урлӑ медицина факультечӗн виҫҫӗмӗш курсӗнче мӗн пулса иртнине, биологи мӗн тери интереслӗ наука пулнине, органика мӗн тери кичеммине, профессорӑн сасси епле кӑмӑллине, вӑл материала ҫав тери лайӑх ӑнлантарса панине, ҫав вӑхӑтрах пӗр доцент хӑйӗн лекцисене мӗн тери кичем вуланине, студентсем тунӑ черетлӗ воскресникре груз турттармалли трамвайсем ҫине мӗн чухлӗ вутӑ тиенине, пӗр вӑхӑтрах вӗренме тата эвакогоспитальте ӗҫлеме мӗн тери йывӑррине, ҫав-ҫав студентка — кӑмӑла каймалла мар этем, уроксене зубрить туса ҫеҫ вӗренекенскер, епле сӑмсине каҫӑртнине пӗтӗмпех пӗлсе тӑчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫынна мӗн тери сахалтарах кирлӗ — ҫав тери вӑл телейлӗрех, ӗмӗтсем мӗн тери пысӑкрах — ҫав тери ирӗклӗх сахалтарах.Чем меньше нужно человеку — тем более он счастлив, чем больше желаний — тем меньше свободы.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫӗр ҫине ырӑ куҫпа пӑхса ҫаврӑнсан, эпир хамӑр, рабочисем, мӗн тери йышлине, пирӗнте вӑй мӗн тери нумаййине курсан — чӗрене ҫав тери пысӑк савӑнӑҫ ҫавӑрса илет, кӑкӑрта ҫав тери пысӑк уяв вылять.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ вӑл кун ҫав тери хаваслӑ та мӑн кӑмӑллӑччӗ, Зинаида питӗмрен чуптунине ҫав тери чӗррӗн туяттӑм, унӑн кашни сӑмахне ҫав тери пысӑк савӑнӑҫпа аса илеттӗм, хамӑн кӗтмен телейӗме чӗремре ҫав тери ҫепӗҫҫӗн ачашлаттӑм — ҫавӑнпа хӑраса ҫӳҫенеттӗм, ҫакнашкал ҫӗнӗ сисӗм-туйӑмсем ҫуратнӑ хӗре курма та шикленеттӗм.
XIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ольга ҫав тери таса, ҫав тери тӗрӗс юрларӗ, ҫавӑнпа пӗрлех ҫав тери… ҫав тери… ҫынсем ыйтнӑран ҫеҫ юрлакан ытти хӗрсем евӗр, хавхаланмасӑр юрларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен хӗҫ-пӑшалӗ вырӑнне ҫав тери тӗрӗс мар принципа ҫирӗплетсе паракан теори пулнӑ: эпир коммунизм патнелле мӗн тери ытларах ҫывхарса пыратпӑр, ҫав тери пирӗн ҫӗршывра тӑшмансем пире хирӗҫ тӑрасси ӳссе пырать иккен.
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Мӗн тери хумханмалла ку, мӗн тери савӑнмалла, мӗн тери — тав тумалла…
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Мӗн тери телейлӗ эпӗ паян… ҫав тери, ҫав тери телейлӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
«Мӗн тери ҫивӗч куҫ, мӗн тери ӑста алӑ, мӗн тери пысӑк туйӑм кирлӗ ҫакна тума!
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ун чӗлхи, ҫав тери тӗрӗс те хитрелетсе хуни-мӗнӗ ҫукскер, малтан мана темле лайӑх мар пекле тӗлӗнтерсе ячӗ, анчах хытса каланӑ сӑмахсем, ҫирӗппӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ фразӑсем чӗрене ҫав тери лайӑх пырса вырнаҫатчӗҫ, акробат-тӑвансен драми ҫинчен ҫав тери ӗненмелле каласа кӑтартатчӗҫ те ҫав кӗнекене килленсе вуланипе ман алӑсем чӗтретчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кунти йӑласене хӑнӑхнӑ, вӗреннӗ, ӗҫленӗ вӑхӑтра пурте лайӑх пулса пынӑ-ха, анчах ӑна Иисус тӑванлӑхне йышӑннӑранпа авалхи тӑшман — скептицизм каллех вӑраннӑ; католизмӑн ҫав тери чаплӑ та темле ӑнланмалла мар пурнӑҫӗ ҫине вӑл кулисӑсем хыҫӗнчен мӗн тери ытларах пӑхнӑ, унӑн ӗненӗвӗ ҫав тери сахалтарах пулса пынӑ, вара каллех уншӑн ҫӗнӗ асапсем пуҫланса кайнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мӗн тери йывӑртарах пулчӗ, мӗн тери вилӗм ҫывхарчӗ — ҫав тери манӑн ытларах пурӑнас килчӗ.И чем горше становилось, чем смерть ближе — тем больше я жить хотел.
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Чӑнах та, хӑй тӗллӗн кӑна ҫак асаилӳ пит кӑмӑллӑ пулнӑ темеллех мар, мӗншӗн тесен куҫ умне тӳрех учительница, Клапс ятлӑ нимӗҫӗн ватӑ хӗрӗ, ҫав тери хытканскер, ҫав тери туйӑмсӑрскер, ҫитменнине ҫав тери ҫилленчӗкскер, тухса тӑрать.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Мӗн тери меллӗ те тӗрӗс пулчӗҫ унӑн хусканӑвӗсем ҫакна тунӑ чух, мӗн тери витӗр пулчӗҫ унӑн куҫӗсем ҫул ҫинче шӑхӑрса хускалма та тытӑнакан юр ҫине пӑхнӑ чух, анчах мӗн тери хӑюсӑр пулчӗҫ ҫав куҫсемех каялла — Коля ҫинелле — ҫаврӑнса пӑхнӑ чух.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пӗтӗмпех ҫап-ҫутӑ та тап-таса: ҫав тери ешӗл, ҫав тери сарӑ, ҫав тери хӗрлӗ…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анчах вӑл ҫав тери ҫамрӑк, ҫав тери пӗччен пулнӑ, Николай Петрович хӑй те ҫав тери ырӑ та йӗркеллӗ пулнӑ…Но она была так молода, так одинока; Николай Петрович был сам такой добрый и скромный…
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах ыттисем пытару канвине тытса илнӗччӗ ӗнтӗ, акӑ вара ирсӗрлетсе, сурса пӗтернӗ, туртса тултарнӑ столовӑйра, каякан пурнӑҫ пирки ҫав тери вӗрин, ҫав тери туйӑмлӑн кулянса, ҫав тери хӗрӳ тунсӑхпа хурланса, Дамаск Иоаннӗн панихидин тап-таса та яр-уҫӑ аккорчӗсем юхма пуҫларӗҫ:
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пирӗн коммунистсен партийӗ Сталин юлташ тавра ҫав тери тӑкӑс, ҫав тери таччӑн та ҫирӗп пӗрлешсе тӑрать тата ӑна ҫав тери хисеплет, ҫавӑнпа та кунта унран лайӑххине шухӑшласа тупма та ҫук.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Обломов ҫав тери чунтан савӑнчӗ, хӑйӗн диванӗ ҫинче ҫав тери сиккелерӗ, ҫав тери хускалчӗ — Штольц ӑна юратса сӑнарӗ, унӑн кӑмӑлӗ те ҫемҫелчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ах, мӗн тери телей… сывалмашкӑн, — хавасланса хуллен каларӗ Ольга, вара Штольц ҫине ҫав тери кӑмӑллӑн, ҫав тери ҫывӑх юлташла ӑшшӑн пӑхрӗ; вӑл ҫапла хӗрӳллӗн пӑхнине Штольц ҫулталӑк хушши кӑлӑхах кӗтнӗччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956