Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ялсене тӗппипе ҫунтарать, кӗл тӑвать, кунталла тарса ҫӑлӑнас тенисене, ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе, бомбӑсемпе пӗтерет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анчах вӑл кунта «натурӑллӑ ӳкерчӗксем» тенисене курасшӑн ҫӳрерӗ — ҫав ӳкерчӗксем ҫинче вӑл мӗн ачаранпах пӗлнӗ вырӑнсем пур-ҫке.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӗмӗр тӑршшипе литературӑри вӑрӑсене, леш «Плаки атти» тенисене тытса пурӑнтӑн та, халь вара ху та вӑрлама тытӑнтӑн пулать?
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Интеллигент тенисене, тӗрлӗрен пуҫлӑх таврашне ыттисенчен икӗ-виҫӗ хут пысӑкрах штраф тӳлеттермелле тӑвӑттӑм, мӗншӗн тесен вӗсем никамран малтантарах тӑван чӗлхене манма тӑрӑшаҫҫӗ, ачисене чӑвашла вӗрентесси пирки ӑша та илмеҫҫӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Кулак» тенисене тӗп тунӑ ҫулсенче вӗсем иккӗшӗ те Сулагаевсене килӗнчен кӑларса ярас тесе никамран ытларах ҫине тӑнӑччӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ун вырӑнне эсӗ хӑв тавӑрас тенисене пурне те тавӑртӑн.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Калас тенисене каларӑм эпӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Унта та кунта шывармань, ҫилармань тенисене куратӑн…То там, то тут можно заметить водяную мельницу, ветряную мельницу…
Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Киремет», «уй чӳк» тенисене илтет Янтул, тӳре-шара чӑвашсене ҫӑварлӑхласа лартма хӑтланнине курать.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Мултиер «общественная запашка», «государь», «на благо народа» тенисене илтет, тӳрен, кушак аҫинни пек, аялалла тӑрмакланса тӑракан мӑйӑхӗсене, вӑл пусӑмласа калакан «о» сас палли пекех ҫавракан карӑнакан ҫӑварне пӑхать.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кунта, ачасен ҫурчӗн советӗнче кӑна вӑл кӑштах шикленкелет, хӑй калас тенисене каласанах камӑн та пулин ҫурӑмӗ хыҫне пытанать.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӳлӗмӗн тенисене картинӑсем ҫакса тултарнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
«Янаш тавраш тени — вӑрӑ пуҫӗ», — тенисене те илтме пулать.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйне евӗрлӗх тенисене пӗрремӗш хут службӑн шалти Уставӗ, эпир кунран-кун вӗренсе, алла илсе пыракан Уставӑн йӗрки, ҫитсе ҫапрӗ.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Чугун ҫул ҫинчи крушени мӗншӗн пулнине пӗлсессӗнех Айртон хӑш-пӗр асӑрхавлӑ сыхлӑх ӗҫӗсене, хӑй халиччен ытлашши тенисене, пурнӑҫласа пыма тӑрӑшрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл «ман ҫураҫнӑ хӗр», — «сирӗн ҫураҫнӑ хӗр» — «эпӗ ӑна питӗ юрататӑп», «вӑл хитре» тенисене илтнӗ те, учитель ун пек кун пек шухӑш тытас ҫуккине курса, лӑпланнӑ; иккӗмӗш кадриль вӑхӑтӗнче ирӗклӗнех каҫхи апат пекки — закуска хатӗрленӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Санька Семушкин каланисене: — сулахаярах ил, «ҫамрӑк пурнӑҫна сыхла» тенисене ӗненмесӗр, сылтӑмалла утрӗ, вӗлтӗрен кашласа ларакан шӑтӑка, вӗресе тӑракан хурана кӗрсе ӳкнӗ пекех персе анчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, пулӑшрӑм, тенисене эпӗ пӗрре кӑна илтмен вӗт.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, вӑл хӑй вунҫичӗ ҫулта чухне Нансенпа, ҫав тери чаплӑ дрейфран таврӑннӑскерпе, тӗл пулни ҫинчен, «вӑл ялавсемпе капӑрлатнӑ урам тӑрӑх, «урра» кӑшкӑракан халӑх хушшинче кун каҫичченех утса ҫӳренӗ, тӑнлавӗ унӑн хӗрсе кайнӑ, ҫамрӑклӑх ӗмӗчӗсем вара унӑн чунӗнче чӑн-чӑн ҫил-тӑвӑл ҫӗкленӗ» — тенисене вулатӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫур кӗрепенкке кӑмпа — пилӗкҫӗр тенкӗ; синька — ҫӗр аллӑ; чӗкӗнтӗр — ҫӗр аллӑ; пӗр курка сӗт — ҫӗр аллӑ; асӑнма — ҫичҫӗр утмӑл тенкӗ; виҫӗ ҫӑмарта — виҫҫӗр тенкӗ; каҫарттарма — пилӗкҫӗр тенкӗ тенисене эпӗ лайӑхах илтетӗп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2