Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ҫӑтмах тӑвас тениех пӗтерет ӑна, ӑсран кӑларать.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ку айвансем чирлеччӗрех, пирӗншӗн вара саккунпа урлӑ пулнӑ Навальный ирӗкӗ хаклӑрах тениех пулчӗ вӗт.
Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html
— Тутлӑ ҫиес тениех ӗнтӗ мана ҫав путсӗр пуян патне ҫитерчӗ, — вӑл кулнине асӑрхаман пек малалла калаҫрӗ Ишмук.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ашшӗ шучӗпе, ку ӗнтӗ эп сан тарҫу мар, ярлӑкна туртса илчӗҫ тӗк, вунӑ-вун пилӗк лаша усрама ан ӗмӗтлен тениех пулчӗ.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хитрен янӑрать вӗт тӑван халӑх ӑшшипе, чӗрипе, хӗмӗпе тулнӑ «РЕСПУБЛИКА КУНӖ паян», тениех.
«Аван-и…» // Леонид Атлай. Whatsapp
Ахальтен-и Эстамп «кутӑн лӗпӗш хурчӗ» тениех мана кунашкал темӗн пирки тӗшмӗртме хистерӗ.Недаром слова Эстампа «упрямая гусеница» заставили меня что-то подозревать в этом роде.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Спорт йӗкӗчӗ вырӑнӗнче пулсан, эпӗ ӗнтӗ тахҫанах куҫа-пуҫа чалӑртса чӗтресе ӳкмелле: мӗн чухлӗн, ара, кунта пултарулли — ҫылӑхлӑ пуҫӑмпа ӑнсӑртран Парнас ҫине килсе лекмен-ши эп, тен, кам пӗлсе пӗтерес пур, Олимп тениех те-и ку?!
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Юрату тениех пулнӑ-ши вӑл?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эпӗ, Емельянов юлташ, хула ҫынни, анчах мана ҫак машина тениех яла илӗртсе килчӗ, урӑх ним те мар.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
— Ку вӑл континент тениех пулать, урӑх нимӗн те мар!
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— «Ан хӑра» тени — ан итле тениех ӗнтӗ вӑл.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
«Даживейлерден» тениех, акӑ, чиркӳ тавраш хӑй тӗллӗн ӗҫлетӗр тенӗ ӗмӗтпе, халӑх вӑтӑр ҫул хушши кӗрешсе ҫӗнтерсе илнине кӑтартакан чи паллӑ тӗслӗх.
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Ҫав тӑраниччен ҫӑкӑр ҫиес тениех агроном пулас тетерчӗ-и?» - ыйтатӑп эпӗ унран.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
7. Е «ҫӗр тӗпне кам анӗ?» тесе те ан кала (ку ӗнтӗ Христоса вилнисен хушшинчен илсе хӑпарасчӗ тениех).7. Или кто сойдет в бездну? то есть Христа из мертвых возвести.
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен ҫапла каланӑ: хӑвӑн ӑшӑнта: «тӳпене кам улӑхӗ?» тесе ан кала (ку ӗнтӗ Христоса ҫӗр ҫине антарасчӗ тениех).
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— 5 ҫулта чухне тӗлӗнтернӗ баянист пек пулас тениех канӑҫ памарӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1