Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Сухатӳре сулхӑн ҫук, Пирӗн умра Урха ҫук, — Йӗршшӳ йӗрет йӗрмеллех, Улӑхӗ ҫук темеллех».
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Аван темеллех мар ҫав, — Янтулран малтан сас пачӗ Микки.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Тӗкӗнмен темеллех мар.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тӗлӗнмелле, — шухӑшласа илчӗ Козельцов, хӑйӗн командирӗ ҫине пӑхса, полка хӑй аллине илнӗрен вара мӗн пурри те 7 эрне кӑна ҫитрӗ, анчах та ун таврашӗнче, тумтирне пӑхсан та, хӑйне хӑй тыткаланинче те, ҫын ҫине пӑхнинче те, пур ҫӗрте те полк командирӗн влаҫӗ курӑнса тӑрать, нумай ҫул хушши службӑра тӑнипе е вӑрҫӑра ҫапӑҫса чапа тухнипе илнӗ власть темеллех мар ӗнтӗ ӑна, пуринчен ытла полк командирӗн пуянлӑхӗ ҫинче никӗсленсе тӑракан власть вӑл.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫак вӑхӑтра Володя хӑйӗн кӑмӑлӗ хуҫӑлнине туйрӗ, кӑмӑлӗ хуҫӑлнине темеллех мар пулсан та, вӑл хӑйӗн чӗринче темӗскерле йывӑр япала пуррине туйса илчӗ.Володя не то чтоб был не в духе, он ощущал какую-то тяжесть на сердце.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӗрӗссипе каласан, чарлансен йӑвине те йӑва темеллех мар ӗнтӗ, мӗншӗн тесен унта нимӗнле лакӑм та ҫук, тӳрем ҫӗре сарса ҫеҫ хунӑ; анчах кайрсем кун пек те тумаҫҫӗ-ҫке-ха.
Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.
Чӑнах та, хӑй тӗллӗн кӑна ҫак асаилӳ пит кӑмӑллӑ пулнӑ темеллех мар, мӗншӗн тесен куҫ умне тӳрех учительница, Клапс ятлӑ нимӗҫӗн ватӑ хӗрӗ, ҫав тери хытканскер, ҫав тери туйӑмсӑрскер, ҫитменнине ҫав тери ҫилленчӗкскер, тухса тӑрать.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Паллах, ҫуртне ҫурт темеллех мар, тӑватӑ кӗтес пур та, тата мӑрьи тулалла тухать.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
«Ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ пулсан та, ватӑ темеллех мар.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ну, позицийӗсем вӗсен — патне те пыма ҫук темеллех мар, анчах мӗнле пулсан та, вӗсене йышӑнса илме йывӑр килет.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чышки те ӗнтӗ, ытлашши чышкӑ темеллех те мар, ҫиме юрӑхсӑр пӗчӗк кавӑн чӑмӑркки пек ҫеҫ; пӗрре хирте вӑл тенепле вӑкӑр ҫине тарӑхнӑ пулнӑ, аллинче пушӑ пулман та, пӗррех панӑ вӑл вӑкӑра чышкипеле — вӑкӑр ҫавӑнтах суха касси ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, ик хӑлхинчен юн тапса тухнӑ, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илнӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку ӗҫ, паллах, интереслӗ темеллех мар, анчах мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ, ачасем!Занятие это, конечно, не вполне интересное, но что делать, хлопчики!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тунсӑх ҫатӑрласа илнӗ темеллех те мар пулӗ-ха ӑна.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
- 1