Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

театртан (тĕпĕ: театр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хула хӗрринче пурӑннӑ, ҫав каҫхине театртан таврӑнаканскер, спектакль пӗтнӗ хыҫҫӑнах килне васкаман, ҫумӑр кӑштах чарӑнтӑр-ха тесе, хӗр-тантӑшӗ патне кӗрсе ларнӑ, вара автобуссенчен те тӑрса юлнӑ…

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Передачӑсене Хӗрлӗ плошадьрен тата театртан та йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен, эпӗ театртан тухрӑм та кафе умӗнчи скверта Надьӑна тепӗр хут куртӑм.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Театртан тухсан, Таня алӑк умӗнче Сергей Ванькина тӗл пулчӗ, вӑл Таня тухассине юриех кӗтсе тӑнӑ пулас…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Театртан тухсан, вӗсем тӑваттӑшӗ те сӑмах чӗнмесӗр тата васкамасӑр утрӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Совет режиссерӗсемпе актерӗсен учителе, театрӑн чаплӑ режиссерӗ тата теоретикӗ А. Д. Попов художествӑлла пултарулӑх театрне профессилле театртан уйӑрас, профессилле театра хӑйне тӗп тӑвас текенсене хыттӑн сивленӗ…

Помоги переводом

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах вӑл халӗ те театртан уйрӑласшӑн мар.

И все-таки он и теперь еще держится за театр.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Даниловпа иксӗмӗр столовӑйран таврӑннӑ чухне те, концертсенчен е театртан килнӗ чухне те, экзаменсем панӑ хыҫҫӑн та сахал мар вӑхӑт ирттернӗ кунта…

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Театртан мар вӑя, урам урлӑ ресторантан илтӗнет, — ӑнлантарчӗ Иван Петухов.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пире хирӗҫ театртан тухрӑн: спектакль хатӗрлеместӗр пулӗ-ҫке, Иван Иванович? — пӗлесшӗн пулчӗ Эльгеев.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хваттерӗ «Ампир» театртан инҫе мар.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет вӑл: мӗншӗн-ха театртан ҫав тери уйрӑлас килмест унӑн?

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл спектакль хыҫҫӑн Президент тумӗпех, шур парикне хывмасӑрах, гримне те тасатмасӑр, театртан тухса, Атӑл хӗрнелле утнӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа артистсем театртан тухсан, гостиницӑна таврӑнас вырӑнне, чӑваш юррисем юрла-юрла Атӑл хӗрнелле анса кайрӗҫ:

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Театртан тухса тарни те, хайхи, ача-пӑчаллӑ юнтарнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Театртан килсе ыйтрӗҫ: пӗлместӗп терӗм.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Театртан тухсан, ӑна ӑсатма кайрӑм, чылайччен уйрӑлаймасӑр тӑтӑмӑр.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпир мӗн, паян выляса панӑ та — ыран театртан тухса кайнӑ-и?

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ мӗн: партине юрласа пӗтериччен Ласурсӑн театртан тухса каймалла.

Надо сделать так, чтобы Ласурс покинула театр, не допев партию.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Ҫак хӗрӗн аптӑравлӑ тыткаларӑшӗнчен тӗлӗнме те ӗлкӗреймерӗм — мана ҫавӑнтах ҫирӗппӗн ҫыхса лартрӗҫ, пӑшала туртса илчӗҫ те театртан таҫталла сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Не успел я удивиться ее странному поведению, как меня крепко схватили со всех сторон, вырвали ружье и повели из театра вон.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней