Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑлса (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кайӑкхурсен картинчен татӑлса аннӑ пекех тупӑнтӑн эсӗ.

Помоги переводом

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпир капла ахаль те государь-император ҫарӗнчен ытла аякка татӑлса кайрӑмӑр, — терӗ Укаслӑва Тимофей-хусах.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та Укаслу хӑйӗн тусӗсенчен, Тимофей-хусахран пӗрре те татӑлса пурӑнмарӗ: кашни кирлӗ ӗҫ пиркиех вӗсемпе канашлама тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ,пуян пуҫ мӑйӗ тӗлӗнчен татӑлса ӳкрӗ те ҫӗрелле куса кайрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хур тукмакӗ памасан ҫавӑнтах татӑлса анать тейӗн ҫав.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулпуҫҫи урлӑ янӑ тевечӗ татӑлса пӗтнӗ, пуҫӗнче — тухья та мар, сурпан та мар, темӗнле пусма татӑкӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пульӑсем вӑрман ӑшнелле шилетсе вӗҫсе килеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ, унта та кунта пӳрне пек хыр турачӗсем татӑлса ӳкеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тен, вӗсем кунтан иртсе Ухтана кайнӑ, эпир иккӗн кӑна кунта татӑлса юлнӑ, кӗтӳрен татӑлса юлнӑ путексем пек.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак ӗҫе тулли мар мобилизаципе салтака кайнӑ каччӑн амӑшӗпе калаҫса татӑлса тӑвасшӑн.

Помоги переводом

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ҫавӑнпа та хамӑр салтаксене пулӑшас тӗллевпе япаласем, апат-ҫимӗҫ, укҫа парас текенсене калаҫса татӑлса пӗрле ӗҫлеме чӗнсе калаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Шӑпӑр, шӑпӑр ҫумӑр ҫӑвать Тӳме, тӳме татӑлса.

Помоги переводом

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хветура инке ҫеҫ, питне чӗрҫиттипе хупласа, сассӑр татӑлса йӗрет.

Помоги переводом

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ҫав тери татӑлса йӗре пуҫларӑм.

Помоги переводом

Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Манӑн вара хама асӑрхаттарасах килет, питӗ асӑрхаттарас килет, унсӑрӑн пурӑна-киле юлташла туйӑмсем «пӑсланма», мана юлташӑмсемпе «ҫыхса тӑракан шанчӑксӑр ҫинҫе ҫипсем, туртӑна-туртӑна, пат! татӑлса кайма» та пултарӗҫ.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Эпӗ, хамӑн команда вратарӗ, футбол хапхине мечӗк вирхӗнсе кӗресрен пур-ҫук тим кантрине пантлатса татӑлса каяслах карӑнтарса, сисӗмлӗн хуралласа, сыхӑ тӑратӑп.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

— Э-э-э, инке, эс пурнӑҫран пачах татӑлса юлнӑ пулас…

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ӗҫленӗшӗн алӑ татӑлса ӳкет-им?…

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ак тата: пирус тӗпӗнчи кӑварлӑ тапак Кӗркури халачӗ ҫине пӑтӑл-патӑл татӑлса ӳкрӗ те темиҫе тӗлте витӗрех ҫунтарса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сӑмах май каласан, шӑпах ҫак ҫулсенче пуҫланчӗ те ӗнтӗ Ҫтаппан колхозра ӗҫлесе пайталанма, ниепле те пурнӑҫа ӗнкӗртсе-йӳнеҫтерсе яма ҫуккине кура халӑхран татӑлса сулахай укҫа еннелле сулӑнасси.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑйӗн килӗн кӗҫӗн хапхи умӗнче кӗвенте пек кукӑрӑлса тӑракан тӗксӗм кӗрче питлӗ, кӑвакал аминни пек сӑмсаллӑ, туяллӑ хӑшӑлти карчӑк пӗчӗк тӑхтав турӗ, вара, шалти «кантри-ҫипписене» лӑнчах ярса, тулашран татӑлса ӳкмеллех пиҫсе ҫитнӗ хӑмла ҫырлине ҫаврӑнса, сӑмахне малалла юхтарчӗ: «Ма «пакунсӑр милиционер» тесе калаҫҫӗ тетӗр-и?

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней