Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑлса (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр тумламӗсем, кантӑк тӗлӗнче пӳрт хӗрринчен татӑлса анса, пусма вӗҫнеллех вӗҫе-вӗҫе кайса ӳкрӗҫ, стенана ҫапӑнчӗҫ, чул ҫине ӳксе саланчӗҫ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унӑн пит-куҫӗ, ахаль те салху сӑнлӑскер, тин кӑна чунтан татӑлса макӑрнӑ хыҫҫӑнхи пек хурлӑхлӑн курӑнчӗ; вӑл пӗчӗк ачан халех иртекен таса тарӑхӑвӗпе хыпнӑ тейӗн.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗсен айӗпе иртсе пынӑ чухне пуҫ ҫине ҫулҫӑ пылӗн тумламӗ татӑлса анать.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухви, кӗтӳрен татӑлса юлнӑ путеке ҫӗклесе, Сурӑм хӗррипе утрӗ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Инҫех те мар лутра йывӑҫсем хушшинче ӗне мӑйӗнчи хӑнкӑрма сасси — е пӗр тикӗссӗн, е канӑҫсӑррӑн, е сасартӑк татӑлса — хыттӑн хӑнкӑртатни илтӗнет.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ку вӑрманӗ хулапа каякан шоссе леш енчи мӑн вӑрмантан поселок ҫумне татӑлса юлнӑ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Татӑлса ӳкнӗ роза чечекӗн пуҫне урайӗнчен илчӗ.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хамӑрӑн учреждени, хулари пӗр-пӗр стройтрестпа калаҫса татӑлса, ӑста платниксем тытма хӑват ҫитереймерӗ пулас.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пехота пулеметчикӗ пулнӑскерӗн пӗр хаяр ҫапӑҫура пуҫӗ татӑлса кайнине пӗлӗш-тантӑшӗнчен пӗлнӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Пӗкӗ чӑкӑртатрӗ, тевӗшсем татӑлса каяс пек карӑнчӗҫ, анчах лав вырӑнтан хускалмарӗ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ма татӑлса юласшӑн эсӗ?

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Ҫемьерен татӑлса юлас шухӑша халех пуҫран кӑларса пӑрах!

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ ӑна шетник кӑшӑлӗ татӑлса кайнӑ, ҫӗнӗ кӑшӑл ҫапса памӑн-и тенӗччӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Панель Лашманов ҫинех татӑлса аннӑн, пӑрӑх Григориупа Турунова иккӗшне те харӑсах лапчӑтса хунӑн курӑнса кайнӑ хӑраса ӳкнӗ ҫыннӑн куҫне.

Помоги переводом

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав самантра ун ҫумне панель татӑлса аннӑ, тӳнсе кайса, унӑн хӑрах урине ирсе хунӑ.

Помоги переводом

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗнчере ҫук рысак телей татӑлса аннӑччӗ ҫав кун Лашманов Лука тӗллӗн.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Диспетчер пӳрчӗ патне пухӑннӑ халӑх сасартӑк татӑлса кайнӑ пӗве шывӗ пек хускалчӗ те ҫывхаракан ҫамрӑксене хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапах та ӑшӗнче мӗн пуррине пытарса лараймарӗ, татӑлса кайрӗ ӑшӗнче пытарӑнса, капланса тӑраканни.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пире Мӑн Вылӑра культура ҫурчӗ туса парас ыйту татӑлса пӗтнӗ-ши? - ыйту пачӗ Мӑн Вылӑри культурӑпа кану центрӗн заведующийӗ Альбина Иванова.

Решился ли вопрос о постройке для нас Дома культуры в Больших Вылах? — задала вопрос заведующая Центром культуры и отдыха в Больших Вылах Альбина Иванова.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Петр Васильевич, пуҫӗ ҫине кӗтмен инкек татӑлса аннӑран ӑсран тайӑлнӑ пек пулнӑскер: «Чухлатӑп эп вӑл камне, ӑна тавӑрма киреметрен хаяртарах меслет шыраса тупатӑп акӑ», — тесе ҫӳрет имӗш…

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней