Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чунӗнче пӗтӗмпех ҫунса сӗвӗрӗлчӗ, вӑл намӑса та туймасть, тилӗрмест те; ӗмӗчӗ татӑлнӑскер — хӑйне кам мӗнле хӗненине, хӑшӗ хаяртарах ҫапнине, хӑшӗн сасси хытӑрах янӑранине ҫеҫ асра хӑварма тӑрӑшать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Канавра пӗр чӗн пиҫиххи татӑкӗ ҫеҫ выртать, вӑл та ҫурмаран татӑлнӑскер.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Берсенев, Елена аллине тытса, унпа юнашар йывӑҫсем хушшипе утса кайрӗ, анчах пуҫланнӑ калаҫу, кансӗрленипе ҫийӗнчех татӑлнӑскер, ҫӗнӗрен пуҫланмарӗ.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кӑвакал йӑви пулнӑ пӗчӗк шӑтӑк хӗрринче тепӗр чӗпӗ, ҫавапа ҫурма варринчен касӑлса татӑлнӑскер, йӑваланса выртать, ыттисем чӗвӗлтетсе, курӑк ӑшне тарса, сапаланса пӗтрӗҫ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кителе унӑан хул айӗсенче те ҫурӑм хыҫӗнче ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑччӗ, пӗр пакунӗ, татӑлнӑскер, пукранкаран кӑна ҫакӑнкаласа тӑратчӗ.Китель на нем был разорван под мышками и на спине, а один погон, оторванный, болтался на тесемочке.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пухӑннӑ хӑнасем ҫине пӑхса илсен, Лопухов кавалерсем ҫителӗклех пулнине курчӗ: кашни хӗр ҫумӗнчех ҫамрӑк ҫын пур — е качча илме шухӑшлаканскер е илес пирки калаҫса татӑлнӑскер.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Челкаш унӑн савнӑҫлӑн ӗсӗклесе каланӑ сӑмахӗсене итлерӗ, укҫашӑн антӑхса кайнипе чалӑш-чӗлӗшленнӗ сӑн-пичӗ, йӑлкӑшни ҫине пӑхса тӑчӗ, ҫакна кура вӑл — хӑй вӑрӑ, ӗҫке ернӗскер, тата пӗтӗм тӑванлӑхран татӑлнӑскер пулсан та — нихҫан та ҫакӑн пек выҫтах, хӑй хакне ҫухатнӑ, хӑйне астуман ҫын пулмассине туйрӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
- 1