Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тирӗсене парсан, ненецсем чей ӗҫеҫҫӗ, хӑйсемпе тӳлесе татӑлассине кӗтеҫҫӗ.
Ҫаратакан купецсем вырӑнне факторисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тимӗрҫӗ хӑйӗн тусӗсем пирки кун пек ҫӑмӑллӑн калаҫса татӑлассине кӗтменччӗ, вӑл Тукай мӑрса таркӑнсем ҫинчен илтсенех урса кайса ӑна тӳрех хупса лартать пулӗ тесе шутланӑччӗ.
6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Елюк, хӑйӗн ӗмӗчӗ татӑлассине туйса, пуҫне ниҫта чикме аптранӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Савнине пӗтӗм чунтан юратнӑскер, ашшӗ ирӗксӗр юратман ҫынна качча парсан, ӗмӗчӗ ӗмӗрлӗхе татӑлассине туйнӑскер, Елюк хӑй туйӑмне Сашшана палӑртмасӑр пурӑнма пултарайман.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Семеновски флешсем патӗнчен ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ хыпарсемпе килекен кашни адъютант — вӑл хумхантаракан, хӑрушӑ хыпар илсе килет-и, е хаваслантаракан савӑнӑҫлӑ хыпар-и — анчах ҫав сехетсенче унта, флешсем патӗнче, ҫапӑҫу мӗнле пулас ыйту татӑлассине ҫирӗплетсе панӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пурӑнӑҫ хӑрушшӑн татӑлассине кӗтсе, пӗр аякран тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнса выртма хӑраса, нумайччен эпӗ ним тапранмасӑр выртаттӑм.Долго я лежал неподвижно, боясь перевернуться с боку на бок, ожидая страшного конца жизни.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Флотпа калаҫса татӑлассине эпӗ хам ҫине илетӗп, Стронский.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Вӑл хӑҫан татӑлассине эсӗ пӗлетӗн-и?
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
10) ытти документсене, вӗсене Раҫҫй Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсем, вӗсене пӑхӑнса тӑракан патшалӑх учрежденийӗсем, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем туса хатӗрлессине, килӗшсе татӑлассине, ҫирӗплетессине тата (е) парассине Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ.».
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
«1) саккунсемпе палӑртнӑ йӗркепе Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсен, Чӑваш Республикин территорине планламалли документсен, хула строительствине проектла-малли республика нормативӗсен проекчӗсене хатӗрлессине, ҫавӑн пекех вӗсене улшӑнусем кӗртессине, вӗсем пирки килӗшсе татӑлассине тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне ҫирӗплетме тӑратассине тивӗҫтерет;»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
«Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче Чӑваш Республикин территорийӗ е территорийӗн пайӗсем тӗлӗшпе туса хатӗрленӗ Раҫҫей Федерацийӗн территорине планламалли схемӑсен проекчӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли схемӑсен проекчӗсем пирки килӗшсе татӑлассине;»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
- 1