Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татмасӑрах (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр виҫӗ ҫултан, пӗчӗк Джек саккӑр тултарсан, Дик Сэнд, хӑйӗн тимлӗ вӗренӗвне татмасӑрах, ӑна урокӗсене хатӗрлеме пулӑшса тӑчӗ.

Через три года, когда маленькому Джеку исполнилось восемь лет, Дик Сэнд помогал ему готовить уроки, не прекращая собственных напряженных занятий.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Селиме пирки шухӑшне татмасӑрах, Тухтар ут ярса мала тухнине асне илчӗ.

Не переставая думать о Селиме, Тухтар одновременно вспомнил о сегодняшних скачках.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Яланхи условисемпе пенӗ пулсан, вӑл мана ураран тӗллеме пултаратчӗ, мана ним мар амантса, хӑй кӑмӑлне ытлашши татмасӑрах мана тавӑрма пултарнӑ пулӗччӗ; анчах халӗ ӗнтӗ унӑн сывлӑшалла персе ямалла е ҫын вӗлерекен пулмалла, е хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пӑрахса, манпа пӗр пекех хӑрушлӑх умне тухса тӑмалла пулать.

Стреляясь при обыкновенных условиях, он мог целить мне в ногу, легко меня ранить и удовлетворить таким образом свою месть, не отягощая слишком своей совести; но теперь он должен был выстрелить на воздух, или сделаться убийцей, или, наконец, оставить свой подлый замысел и подвергнуться одинаковой со мною опасности.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней