Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасатнӑшӑн (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палӑртнӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫланисем патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫӗҫ, документсене хатӗрлесе регионти Ял хуҫалӑх министерствине тӑратнӑ хыҫҫӑн тӑкаксен ҫуррине (вӑрман каснӑшӑн, йывӑҫсене турттарса тухнӑшӑн, уя кӑктымартан тасатнӑшӑн, ҫӗре акма хатӗрленӗшӗн) субсиди парса саплаштарӗҫ.

Помоги переводом

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Шкул пӳлӗмӗсене тирпейлӗн ҫуса тасатнӑшӑн, тата, Кӗркури арӑмӗ шалу илнӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав ирсӗре килсе тасатнӑшӑн, пысӑк тав сире.

Спасибо, что вы приехали и покончили за нас с негодяем.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах та эпӗ ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӑм, ӑшӑ сӑмахсем каласа хам ӑна хисепленине ӗнентересшӗн пултӑм, тепӗр чух атта начар тасатнӑшӑн пӗрре те ҫилленместӗп, терӗм.

Я, однако же, старался ее успокоить и в милостивых словах старался ее уверить в благосклонности, и что я вовсе не сержусь за то, что она мне иногда дурно чистила сапоги.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Салтаксем ҫав тери ывӑнса ҫитрӗҫ, анчах калама ҫук хавасланнипе халтан кайнине пачах туймарӗҫ: вӗсем, пӗтӗм вӑя хурса пулин те, пӗрремӗш ҫапӑҫура хӑйсем ҫӗнтернӗшӗн, тӑшман аллинчен пӗрремӗш яла туртса илнӗшӗн, тӑван ҫӗршывӑн пӗр пӗчӗк пайне тӑшмантан тасатнӑшӑн хӗпӗртерӗҫ.

Все наши бойцы сильно устали, но от необычайного возбуждения почти не замечали усталости: так были счастливы, что хотя и с большим трудом, но все же выиграли первый наступательный бой, освободили от врага первую деревню, первый клочок родной земли…

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах анчӑкӑн та ӑнӑҫу пулмарӗ: ҫӑмне кассан, ман алран ҫӑлӑнсан, эпӗ ӑна ытлашши ҫӑмран тасатнӑшӑн вӑл кӑмӑллӑ стек пулчӗ, хӗпӗртенипе, мана пуклак вӗҫлӗ хӳрипе сулса саламларӗ, унтан вара — ҫил пек шыв хӗррине вӗҫтерчӗ, шывра хӑй кӗлеткине курчӗ те намӑсланнипе йынӑшса ячӗ.

Но только и сучонке этой не повезло: вырвалась она от меня после стрижки и вроде довольная была, что облегчил я ее от лишней шерсти, даже хвостом с кисточкой помахала от удовольствия, а потом — опрометью кинулась к речке, да как глянула на свою отражению в воде — и завыла от стыда…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней