Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасалмалла (тĕпĕ: тасал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтермелле сан ҫав усал шухӑша, тасалмалла унран.

Помоги переводом

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Чӑн та, пирӗн пурин те ӳкӗнӳ витӗр тухса ҫылӑхсенчен тасалмалла.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Маларах каймалла пулнӑ санӑн, асат хуҫман старикӗн, Меккӑна, темиҫе ҫул каяллах тасалмалла пулнӑ Хусантан.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах, май килнӗ вӑхӑтра хӑвӑртрах тасалмалла мар-ши ку ӑнӑҫсӑр мӑрсаран?

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куратӑп, хурал пуҫлӑхӗ те ман ҫине шикленсе пӑхать, чӑнах, тасалмалла мар-и ку никрес этемрен тет пулас.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрахчен шавланӑ-тавлашнӑ хыҫҫӑн хӑна ҫурчӗ умне йывӑҫ юпа ҫапса лартрӗҫ, Гоан аллисене юпа хыҫне ҫавӑрса ҫыхса хучӗҫ; ҫакӑн пек, — шывсӑр тата апатсӑр, унӑн 24 сехет тӑмалла, кайран вара ӑҫта кӑмӑл тӑвать ҫавӑнта тухса тасалмалла.

После долгого шума и препирательств в землю перед гостиницей вбили деревянный столб и привязали к нему Гоана, скрутив руки на другой стороне столба; в таком виде, без пищи и воды, он должен был простоять двадцать четыре часа и затем убираться подобру-поздорову, куда угодно.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

— Манӑн шухӑшӑмпа, сирӗн кунтан тасалмалла! — кӑшкӑрса ячӗ Бурль.

— Я думаю, что вы уберетесь вон! — закричал Бурль.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

… тет те манӑн вара ют вырӑнтан тейӗн — хамӑн кимӗрен самантрах анмалла та тасалмалла иккен.

Он кивнул, а я вылезай из лодки, как из чужой, в ту же минуту.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Халӗ Аянӑн экипаж хушӑвне мӗнле май килнӗ хӑвӑртрах пурнӑҫламалла та кунтан тасалмалла.

Теперь необходимо было как можно скорее исполнить взятое на себя поручение и уйти.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Вӗсене ӑнлантарса тӑма вӑхӑт ҫук, — терӗ Том, — пирӗн хӑвӑртрах ӗҫе вӗҫлемелле те кунтан тасалмалла.

— Нам с этим возиться некогда, — говорит Том, — нам надо кончать поскорее да и удирать отсюда.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мӗншӗн тасалмалла?

Отчего прочь?

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Йӗркесӗр те илемсӗр ҫын аскӑн пурнӑҫпа пурӑнни нимех те мар-ха, анчах хитре ҫын, ҫамрӑк та хитре ҫын… вӑл тасалмалла мар, вӑл таса пулмалла, ҫапла шутлатпӑр эпир.

Пусть бы еще безобразие дружилось с ним, но красота, красота нежная… она только с одной непорочностью и чистотой сливается в наших мыслях.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Общество ун пеккисенчен тасалмалла тесе шутлатӑп эпӗ — ҫакна кирек мӗнле пулсан та хӑвӑртрах тумалла.

 — Я считаю, что общество должно освободиться от него — и как можно скорее.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн ҫитмест, мӗн туянмалла, мӗнтен тасалмалла?

Чего ему не хватает, что приобрести, от чего избавиться.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

23. Ҫапла ӗнтӗ ҫӳлтине сӑнарлакан япаласем ҫав парнесемпе тасалмалла пулнӑ, ҫӳлти вара вӗсенчен лайӑх парнепе тасалмалла пулнӑ.

23. Итак образы небесного должны были очищаться сими, самое же небесное лучшими сих жертвами.

Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; 12. виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать; 13. кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.

11. Кто прикоснется к мертвому телу какого-либо человека, нечист будет семь дней: 12. он должен очистить себя сею [водою] в третий день и в седьмой день, и будет чист; если же он не очистит себя в третий и седьмой день, то не будет чист; 13. всякий, прикоснувшийся к мертвому телу какого-либо человека умершего и не очистивший себя, осквернит жилище Господа: истребится человек тот из среды Израиля, ибо он не окроплен очистительною водою, он нечист, еще нечистота его на нем.

Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней