Поиск
Шырав ĕçĕ:
39. Ҫиччӗмӗш кунне священник каллех пырӗ, чирӗ пӳрт стенисем тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, 40. священник чир ернӗ чулӗсене хайӑрса кӑларма, унтан вӗсене хула тулашне таса мар ҫӗре кайса пӑрахма хушӗ; 41. пӳртне шалтан пӗтӗмпех хырса тухчӑр, хырса тӑкнӑ тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкчӑр; 42. унтан урӑх чулсем илччӗр те леш чулӗсем вырӑнне кӗртсе лартчӑр, урӑх тӑм илччӗр те пӳрте ҫӗнӗрен тӑмпа шӑлса тухчӑр.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тасалакан ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатӗ, хӑйӗн пӗтӗм ҫӳҫне касса ярӗ, вара шывпа ҫӑвӑнӗ те таса пулӗ; унтан тапӑра кӗрӗ, ҫичӗ кун хушши хӑй чатӑрӗн тулашӗнче пурӑнӗ; 9. ҫиччӗмӗш кунне вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫӳҫне хырса тӑкӗ, пуҫне, сухалне, куҫ харшисене, мӗнпур ҫӳҫне хырса ярӗ, тумтирне ҫуса тасатӗ, ӳтне шывпа ҫӑвӗ, вара таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. тилҫе чирӗпе чирлӗ ҫынна тасатмалла пулсассӑн, ун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна священник патне илсе пырӗҫ; 3. священник тапӑр тулашне тухӗ, тилҫе чирӗпе чирлекен ҫын тилҫе чирӗнчен сывалнине курсассӑн, 4. священник тасалакан ҫын валли икӗ таса чӗрӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип, иссоп илсе пыма хушӗ, 5. унтан священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлне тытса пусма хушӗ; 6. хӑй вӑл чӗрӗ вӗҫен кайӑкне, кедр йывӑҫне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, иссопне илӗ, ҫакна тата чӗрӗ вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тӗлне тытса пуснӑ вӗҫен кайӑк юнӗпе йӗпетӗ; 7. унтан тилҫе чирӗнчен тасалакан ҫын ҫине ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, вара ҫав ҫынна таса тейӗ, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хире вӗҫтерсе ярӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Унӑн чирӗ хӑҫанччен пырать, ҫавӑнччен вӑл таса мар шутланать, вӑл таса мар; унӑн уйрӑм пурӑнмалла, унӑн ҫурчӗ тапӑр тулашӗнче.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ҫав чир ернӗ тилҫеллӗ ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуркаласа пӗтертӗр, пуҫне ан виттӗр, ҫӑварӗ таранах хупланса ҫӳретӗр: таса мар! таса мар! тесе кӑшкӑртӑр.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Кукши ҫинче е шакла ҫамки ҫинче шурӑ е хӗрлӗрех пӑнчӑ пулсассӑн, эппин, унӑн кукши ҫинче е шакла ҫамки ҫинче тилҫе амаланса кайнӑ; 43. священник ӑна тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те унӑн кукши ҫинчи е шакла ҫамки ҫинчи суран шыҫҫи шурӑ е хӗрлӗрех пулсассӑн, ӳт-тир тилҫи евӗрлӗ пулсассӑн, 44. вӑл — тилҫе ернӗ ҫын, вӑл таса мар; священникӑн ӑна таса мар темелле, унӑн пуҫӗ ҫинче чир пур.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Камӑн та пулин пуҫӗнчи ҫӳҫӗ тӑкӑнса пӗтнӗ пулсассӑн, вӑл — кукша ҫын: вӑл таса; 41. пуҫӗн мал енчи ҫӳҫӗ тӑкӑнса пӗтнӗ пулсассӑн, вӑл — шакла ҫамкаллӑ ҫын: вӑл таса.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Кӗсенӗ унчченхи пекех пулсассӑн, анчах ун ҫине хура ҫӳҫ пӗрчи шӑтса тухрӗ пулсассӑн, кӗсен иртнӗ ӗнтӗ, вӑл ҫын таса; священник ӑна таса тейӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Какайланса тӑракан ӳчӗ улшӑнса шуралса кайсассӑн, ҫав ҫын священник патне пытӑр; 17. священник ӑна пӑхса тухӗ те, суранӗ шуралса кайнӑ пулсассӑн, чирлӗ ҫынна таса тейӗ; вӑл таса.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тилҫи ҫын ӳт-тирӗ ҫинче ҫеҫкеленсе каяс пулсассӑн, унӑн пӗтӗм ӳтне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури патне ҫитичченех, священник куҫӗ курма пултарнӑ таранах, хупласа илес пулсассӑн, 13. священник унӑн пӗтӗм ӳтне тилҫе хупласа илнине курӗ те чирлӗ ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех шап-шурӑ пулса кайнӑ: вӑл таса.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Камӑн та пулин ӳчӗ ҫинче тилҫе пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пымалла; 10. священник ӑна пӑхса тухӗ, ӳчӗ ҫинчи шыҫҫи шурӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, шыҫӑ какайланса тӑрать пулсассӑн, 11. ку — унӑн ӳчӗ ҫинче тахҫанах пуҫланнӑ тилҫе; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ те хупса лартӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл таса мар.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн ӳт-тирӗ ҫинче шурӑ пӑнчӑ пулсассӑн, анчах вӑл ӳт ӑшне шалалла кайман пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралман пулсассӑн, священникӑн ҫав суранлӑ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартмалла; 5. ҫиччӗмӗш кунне священникӑн ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ унчченхи пекех пулсассӑн, ӳт тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, священник ӑна тата ҫичӗ куна хупса лартмалла; 6. ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна каллех тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ палӑрсах каймасть пулсассӑн, суранӗ ӳт тӑрӑх сарӑлса кайман пулсассӑн, священникӑн ку ҫынна таса темелле: ку — тимре, ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та вара таса пулӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: хӗрарӑм йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратсассӑн, вӑл ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; уйӑх хушши вӑхӑтӗнче тасалса асапланнӑ кунсенчи пек, вӑл таса мар пулӗ; 3. саккӑрмӗш кунне ачийӗн хӗрринчи ӳтне касӗҫ; 4. амӑшӗн вӑтӑр виҫӗ кун хӑй юнӗнчен тасалса килте лармалла; тасалмалли кунӗсем иртмесӗр нимӗнле сӑваплӑ япалана та сӗртӗнмелле мар, кӗлӗ чатӑрӗ патне те пымалла мар.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӗсен вилли таврашӗ пӗр-пӗр акакан вӑрлӑха лексессӗн, вӑл тасах юлӗ; 38. анчах вӑрлӑхӗ ҫине шыв янӑ пулсассӑн, вӗсен вилли таврашӗ ҫавӑнта лекнӗ пулсассӑн, вӑрлӑх сирӗншӗн таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавӑн пек савӑтри шыв ҫимелли ҫимӗҫе тивес пулсассӑн, кирек мӗнле апат та [сирӗншӗн] таса мар пулӗ, ҫавӑн пек савӑтри ӗҫмелли кирек мӗнле шӗвек те таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Йӗкӗр чӗрнеллӗ кирек хӑш выльӑх та, чӗрнисем хушшинче тарӑн ҫурӑк пулмасассӑн тата ҫинӗ апатне кавлемесессӗн, вӑл сирӗншӗн таса мар: ӑна сӗртӗнекен кирек камӑн та [каҫченех] таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ун валли таса ылтӑнран ҫичӗ лампада, хӗскӗчсем, ӑскӑчсем тунӑ; 24. ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран тунӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ тунӑ, ӑна хывса-ҫапса тунӑ; унӑн туни пулнӑ, тунинчен турачӗсем, чечек чӑмӑрккисем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑнӑ; 18. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑнӑ: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 19. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пулнӑ; 20. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулнӑ; 21. тунаран тухса тӑракан ултӑ туратӑн малтанхи икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма, тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма, виҫҫӗмӗш икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма пулнӑ; 22. улмисемпе турачӗсем унран тухса тӑнӑ; ҫутаткӑҫа пӗтӗмпех таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тунӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗ ту, ӑна ситтим йывӑҫӗнчен ту: 2. унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике пултӑр; вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ пулмалла; ҫӳллӗшӗ унӑн икӗ чике пултӑр; унран мӑйракисем тухса тӑччӑр; 3. ӑна таса ылтӑн сӑр, ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те сӑр; ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑр; 4. кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине [таса] ылтӑнран икӗ ункӑ ту; унӑн икӗ енне те ҫапла ту; вӗсем ӑна ҫӗклесе ҫӳремешкӗн, каштисене тӑхӑнтартмашкӑн пулӗҫ; 5. каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене ылтӑн сӑр.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.