Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӑлӑнтарасси, кӳренесси, тарӑхасси, савӑнасси, хуйхӑрасси — пурте пур унӑн.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Тунтикун професси тӗлӗшӗнчен йывӑр: пуҫлӑхӑн тарӑхасси пулать.
13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Савӑт-сапа пирки тарӑхасси пулман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Дисциплинӑпа унӑн условийӗ — субординация аслисемпе пӑхӑнаканнисем пӗр-пӗрин хушшинче вӑл кирлӗ иккенне ӑнланни ҫинче никӗсленсе тӑнисӗр пуҫне, пӑхӑнаканнисем асли опытлӑрах иккенне, вӑл ҫар ӗҫӗнче хисепе тивӗҫ ҫын иккенне е тата мораль тӗлӗшӗнчен хӑйсенчен ҫӳлерех тӑнине йышӑнни ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан, вӑл законпа ҫирӗплетнӗ ытти тӗрлӗ хутшӑнусем пекех, кӑмӑла килмелле япала ҫеҫ; анчах та дисциплина тени, пирӗн вӑл час та часах ҫапла пулать, ӑнсӑртлӑх е укҫа-тенкӗ принципӗ ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан вара, — вӑл яланах, пӗр енчен пурнӑҫланасси патне, тепӗр енчен — вӑрттӑн ӑмсанассипе тарӑхасси патне илсе пырать, вара массӑсене пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерес ӗҫре усӑ кӳрес вырӑнне вӑл сиен кӑна кӳрет.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Шел Исая, вӑл пӗчӗк пӑта пек кӑна; пӑхса тӑтӑм эпӗ ун ҫине, вӑл сана епле ҫакма пулнине те аса илтӗм, — анчах манӑн ун ҫине тарӑхасси те, вӑл вилнӗшӗн хӗпӗртесси те пулмарӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тарӑхасси вӑл Меркидона ытти арҫын ачасем, уйрӑмах Васька, леш хайхи хӑйӗн тусӗпе, Петькӑпа, пӗлӗтри япаласем пирки тавлашнӑ Васька, чӑрмантарнӑ чух пулнӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кунта юлтӑн иккен — пӗл: йӑлт анса лартӑн, полк дами пулса тӑтӑн, сирӗн тискерле каҫӑрсене ҫӳресси пуҫланать, элеклесси, интригӑсемпе аппаланасси те тӗрлӗрен талӑклӑхсемпе прогоннӑйсем тӗлӗшпе тарӑхасси… темиҫе пусшӑн!.. — пррр… хӗрарӑм тус-юлташусемпе черетӗн-черетӗн ҫав йӗрӗнӗҫ «бал» пеккисем тӑва-тӑва ирттересси, винт вылясси…
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн хуйхӑрса тарӑхасси кӑна юлать…
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1