Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарҫӑсен (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑхӗ чакрӗ унӑн, анисем пӗчӗкленчӗҫ, тӑрӑнса ӳкиччен ӗҫленӗ ҫӗртех тарҫӑсен хырӑмсене пӗрме тиврӗ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата вӑл ҫул ҫинче, тарҫӑсен, тӗкӗрҫӗсен умӗнче тумалли ӗҫ те мар.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарҫӑсен хӑлхине кӗни вӑл такам хӑлхине кӗни мар.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хальхинче мӑрсасем тарҫӑсен умӗнче ытлашширех калаҫрӗҫ. курӑнать, ахаль мар Тукайӗ Акпарс ҫине, Акпарсӗ Тукай ҫине пӑхса илчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашкинчен Сююнбике явлӑка ҫӳлте тытса ывӑнчӗ пулмалла, тӑраниччен макӑрма хӗрарӑм тарҫӑсен чӗрҫийӗ ҫине тӗшӗрӗлчӗ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗррехинче эпӗ вӑрманта хам тарҫӑсен аллине ҫаклантӑм та аран хӑтӑлса тухрӑм.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атте тарҫӑсен пӳртне тутарса пӗтерсенех эпир сире хамӑр пата куҫарӑпӑр.

Вот отец достроит дом для работников, и вы к нам перейдете, там видно будет.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл тарҫӑсен пӳрчӗ шутланать.

Для работников он, домик-то этот.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тарҫӑсен сывлӑх сунӑмне Моргиана сивӗ темиҫе сӑмахпа хуравларӗ, ҫавӑнтах Джесси хӑйне епле туйнине ыйтрӗ.

На приветствия слуг Моргиана ответила несколькими холодными словами, тотчас спросив, как чувствует себя Джесси.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Преступнике тивӗҫлӗ мӗн пур шанманлӑха сирсе ярса пӗтӗмпех умне кӑларса тӑратрӗ: наркӑмӑш янине, Джессипе пулса иртнӗ самантсене, тарҫӑсен сӑн-питне; хӑрушлӑха асӑрхама тӑрӑшать пулин те — вӑл курӑнмасть: унӑн сӑмахӗсенче те, куҫӑмӗ-хусканӑвӗнче те; Джессие аппӑшӗн ирхи тӗлӗнмеллерех визичӗ пирки каярахпа пӗртен пӗр япала кӑна — кӑпӑкланма чарӑннӑ стакан — шухӑшламашкӑн хистеме пултарать.

Отразив всю подозрительность, свойственную преступнику, она припомнила, как влила яд, сцену с Джесси, лицо прислуги, и как ни старалась заметить опасность, ее не было, — ни в ее словах, ни в движениях; единственно — переставший пениться стакан мог бы заставить Джесси впоследствии задуматься над странным утренним визитом сестры.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӑватӑ сутуҫӑ сӗтел тавра кӗмсӗртетет, кӗҫех вӗсен ҫилпе куптӑхнӑ пичӗсен умӗнче тарҫӑсен аллисем шӑнасем пек вӗҫме пуҫларӗҫ, вӗсем кӗленчесемпе турилккесем йӑта-йӑта килеҫҫӗ; Давенант вара стойка патне пусӑрӑнчӑк чӗрипе пырса тӑчӗ.

Четверо дельцов загромыхали вокруг стола, и, как мухи начали летать перед их обветренными лицами руки слуг, тащивших бутылки и тарелки, а Давенант с стесненным сердцем подошел к стойке.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑвӑрӑннисене, кухаркӑсемпе тарҫӑсен ахаль чун-чӗрине макӑртакансене пуҫтарӑр, хӑвӑрӑн ҫапкаланчӑк тусӑрсене пухӑр.

Соберите своих, заставляющих плакать простые сердца кухарок и лакеев; соберите своих бродяг.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Инҫетрехре эпӗ тарҫӑсен тумӗсене тӑхӑннӑ темиҫе ҫынна асӑрхарӑм.

Поодаль я заметил несколько человек в одежде слуг.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Халӗ пирӗн тӑван ҫӗршыв чухӑнсемпе тарҫӑсен тата вӑтам хресченсен аллинче.

— Страна теперь в руках бедняков, батраков и середняков.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ыран ирхине Го председатель чухӑнсен, тарҫӑсен тата вӑтам хресченсен пӗрлешӳллӗ пухӑвне пуҫтарать.

— Завтра вечером председатель Го созывает объединенное собрание бедняков, батраков и середняков.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халӗ чухӑнсемпе тарҫӑсен влаҫӗ.

Власть сейчас бедняцкая и батрацкая.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Халӗ власть сирӗн алӑра ҫеҫ… чухӑнсемпе тарҫӑсен аллинче.

— Сейчас власть принадлежит вам одним… беднякам и батракам.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫырура ҫапла каланӑ: чухӑнсемпе тарҫӑсен пухӑвне пухмалла, ҫак списоксене вуласа памалла, ҫынсем мӗн каланине итлемелле.

В нем говорилось, что нужно созвать собрание бедняков и батраков, огласить эти списки и послушать, что скажут люди.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресченсен союзӗн правленийӗнче чухӑнсемпе тарҫӑсен пухӑвӗ пырать.

В правлении крестьянского союза шло собрание бедняков и батраков деревни Юаньмаотунь.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Вӑл чухӑнсемпе тарҫӑсен председателӗ!

— Он председатель у бедняков и батраков!

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней