Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарҫӑр (тĕпĕ: тарҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑра эпӗ сирӗн тарҫӑр пулнӑн тытрӑр.

Вы держали себя так, как будто я ваш слуга.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Акӑлчан эпӗ сирӗн тарҫӑр пулнине пӗлсен мана сире акӑ мӗн пӗлтерме ыйтрӗ: вӑл сире шырать тата сирӗнпе калаҫма ирӗк ыйтать.

Англичанин, узнав, что я ваш слуга, просил меня передать вам, что он ищет вас и просит разрешения говорить с вами.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӑхтаса-туса тӑмасӑрах кайса калас мар-и ӗнтӗ ӑна: «Эп пыратӑп, эп сирӗн тарҫӑр, хӑрхӑмӑр пулӑп!..» — теес мар-ши?

Уж не пойти ли сейчас, и не сказать ли ему: «Я поеду, я буду вашей служанкой, вашей рабой!..»

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

— Вӑл килӗ кунта, — хирӗҫлерӗ Негоро, — хӑвӑр инкеке лекни ҫинчен ҫырнӑ ҫырӑва, унта эсир мана хӑвӑрӑн парӑннӑ, тискер ҫыннисенчен ӑнсӑртран хӑтӑлнӑ тарҫӑр пек кӑтартса паракан ҫырӑва эпӗ илсе ҫитерсен.

— Он приедет сюда, — возразил Негоро, — если я доставлю ему написанное вами письмо, в котором вы изложите положение дел и отрекомендуете меня своим верным слугой, счастливо спасшимся от дикарей.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Манӑн шухӑшпа, экспедицинче мистер Гленарван пулмалла, Мак-Набс майор, унӑн ӗнтӗ хӑй вырӑнне никама та хӑварас килмест, сирӗн шанчӑклӑ тарҫӑр Жак Паганель…

Я полагаю, что в экспедиции должны участвовать мистер Гленарван, майор Мак-Набс, который, конечно, никому не пожелает уступить своё место, ваш покорный слуга, Жак Паганель…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ сирӗн тарҫӑр мар-и?

Я ли вам не слуга?

Кобылин мучин юлашки сӑмахӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Сирӗн шанчӑклӑ тарҫӑр Архип Савсльев.

Верный холоп ваш Архип Савельев.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах эпӗ ватӑ йытӑ мар, сирӗн шанчӑклӑ тарҫӑр, улпутӑмӑрсем хушнисене итлетӗп, ҫӳҫӗмсем кӑвакаричченех яланах сирӗншӗн чунтан тӑрӑшса ӗҫлесе пурӑнтӑм.

А я, не старый пес, а верный ваш слуга, господских приказаний слушаюсь и усердно вам всегда служил и дожил до седых волос.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эсир ырӑ кӑмалӑрпа ман ҫине, хӑвӑрӑн тарҫӑр ҫине, ҫиленсе, улпуту хушнисене итлеменшӗн намӑс сана, тесе ҫырнӑ ҫырӑва илтӗм.

Милостивое писание ваше я получил, в котором изволишь гневаться на меня, раба вашего, что-де стыдно мне не исполнять господских приказаний.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

25. Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ; 26. сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр; 27. хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр; 28. Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.

25. Иисус же, подозвав их, сказал: вы знаете, что князья народов господствуют над ними, и вельможи властвуют ими; 26. но между вами да не будет так: а кто хочет между вами быть большим, да будет вам слугою; 27. и кто хочет между вами быть первым, да будет вам рабом; 28. так как Сын Человеческий не для того пришел, чтобы Ему служили, но чтобы послужить и отдать душу Свою для искупления многих.

Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней