Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуринчен ытла мана акӑ мӗн хурлантарчӗ: манӑн нимӗнле пӑшал та ҫук, ҫавӑнпа та эпӗ кайӑк-кӗшӗк тытса апат тупаймастӑп, тискер кайӑксем тапӑнсассӑн, хирӗҫ тӑраймастӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫакна пула, ҫакна илсенех, сирӗн, господин капитан, вӑраха ямасӑрах асӑннӑ тӑшмана тата самозванеца хирӗҫ тӑма тивӗҫлӗн хатӗрленме, май килсессӗн, хӑвӑра шанса панӑ крепӑҫе пырса тапӑнсассӑн, ӑна тӗппех те пӗтерме хушатӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
30. Вара Тимофейпа Вакхид вӗсем ҫине пӗрле тапӑнсассӑн, кусем вӗсенӗн ҫирӗм пин ытла ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ та ҫӳллӗ керемсене ҫӑмӑллӑнах ярса илнӗ; пухса илнӗ питех те пысӑк тупӑша хӑйсем хушшинче, аманнисем, тӑлӑх ачасем, тӑлӑх арӑмсем тата аслӑ ҫынсем хушшинче пӗр тан пайласа валеҫнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Суя тӗнлисен кӑралпа авӑрланнӑ вӑйлӑ ҫарне, ӑна йӗри-тавра хӳтӗлесе тӑракан, ятарласа вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентнӗ утлӑ ҫарне курсассӑн, 8. Иуда хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: вӗсем йышлӑ пулнинчен ан хӑрӑр, вӗсем тапӑнсассӑн та сехӗрленсе ан ӳкӗр.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Темӗнле суран пулсассӑн та, чӗре суранӗ ҫеҫ ан пултӑрччӗ, темӗнле усаллӑх пулсассӑн та, хӗрарӑм усаллӑхӗ ҫеҫ ан пултӑрччӗ, 16. такам тапӑнсассӑн та, курайман ҫын ҫеҫ ан тапӑнтӑрччӗ, такам тавӑрас пулсассӑн та, тӑшман ҫеҫ ан тавӑртӑрччӗ; 17. ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен хӑрушӑрах наркӑмӑш ҫук, тӑшман ҫиллинчен хаяртарах ҫилӗ ҫук.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Усал ӗҫ тӑвакансем, мана хирӗҫ тӑракансем, манӑн тӑшманӑмсем ӳтӗме ҫисе ярас тесе мана тапӑнсассӑн хӑйсемех такӑнса ӳксе пӗтӗҫ.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ ирӗк панипе Саула усал сывлӑш тапӑнсассӑн, Давид, кӗслине алла тытса, кӗвӗ каланӑ, вара Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ, ун чухне унран усал сывлӑш та хӑпнӑ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1