Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫавнах тапратрӑн, — пусӑрӑнчӑклӑн, кӑмӑлсӑрланнӑн калаҫса илчӗ хӗр, — ҫав сӑмах ҫеҫ сан…
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ҫынни ҫӑвар уҫма ӗлкӗрмен, эс ӑна тӳлессисем ҫинчен тапратрӑн.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Михала ҫинчен тапратрӑн пулсан, ҫакна пӗлтерем.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Эсӗ каллех тапратрӑн! — терӗ хӗрӗнкӗ германец, хаяр сасӑпа хӗр ҫине ҫиленсе пӑхса.— О, опять? — сказал глухим и грозным голосом германец, свирепо взглянув на девушку.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
«Эс каллех ӗлӗкхине тапратрӑн! — хаяррӑн пӳлчӗ тухатмӑш.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Татьяна ҫатанран хулӑ туртса кӑларчӗ, ӑна хуҫса пӑрахрӗ те: — Илюша, ҫав калаҫӑва эсӗ мӗншӗн партбюро ларӑвӗнче тапратрӑн? — терӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Акӑ эсӗ каллех асаилӳсем ҫине кӗрсе кайма тапратрӑн, терӗ Давыдов.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1