Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапранмаҫҫӗ (тĕпĕ: тапран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсене йӗтем ҫине авӑн ҫапма чӗнет — хӗрсем вырӑнтан та тапранмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ каллех пӗкрӗлсе ларчӗ вӑл, халь-халь кӑшкӑрса яма хатӗрленсе, ҫӑварне уҫса хучӗ; чарӑлса кайнӑ сарӑ хӗрлӗ куҫӗ те, мӑйӗ ҫинчи туртӑнса карӑннӑ шӑнӑрӗсем те, елпре кулли те, пӗтӗм пӗркеленчӗк-хутламӗ тапранмаҫҫӗ; аллисем ҫеҫ мӑйӑх вӗҫӗсене хыпӑнчӑклӑн пӗтереҫҫӗ.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Хӑв куран, Ревлен Петрович, текех ӗҫе юрӑхлӑ ҫын пулас ҫук ӗнтӗ манран, сылтӑм алӑпа сылтӑм ура тапранмаҫҫӗ, ну, халӗ ӗнтӗ пурпӗрех.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пуҫне хӑй ҫӳлелле ҫӗкленӗ, мӑйракисем вара ҫамрӑк юман туратти пек хытса тӑраҫҫӗ, ниҫталла та тапранмаҫҫӗ.

Голову держит высоко, а крутые рога, словно молодые дубки, стоят, не шелохнутся.

I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хӗрелсерех кайнӑ курӑк ҫумӑрпа лапчӑнса ларнӑ ҫӗр ҫумне тайӑнса тӑракан курӑк тунисем тапранмаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫине ҫутӑ пайӑрка ӳксессӗнех курӑксем хуллен чӗтренсе илни палӑрать, тен вӑл пурӑнӑҫӑн юлашки вӑйӗ пулать пулӗ.

Порыжевшая трава примята дождями, склонённые к земле стебли неподвижны, но когда на них падает светлый луч заметен лёгкий трепет в травах, быть может, последнее усилие жизни.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл ешчӗкрен иртме тӑрать, анчах урисем тапранмаҫҫӗ, тасатса лартнӑ ҫӗнӗ калушӗсем чул урай ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пек, вӗсене те уйӑрмалли ҫук пек, урисене те вӗсем ӑшӗнчен кӑлармалли ҫук пек.

Хочет он обойти ящик, и ноги не движутся, а калоши, новые, чищенные, приросли к каменному полу, и их не поднимешь и из них не вынешь.

IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ачасем нихӑшӗ те вырӑнтан тапранмаҫҫӗ..

Ребята сидят не шелохнувшись.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Эпир хысак ҫуммипех ишсе пыратпӑр, анчах кайӑксем вырӑнтан та тапранмаҫҫӗ, хӑйсен вырӑнӗсене пӑрахса каясшӑн мар вӗсем.

Мы проходили очень близко к скале, но все птицы сидели крепко и не хотели покидать своих мест.

Кайӑк-кӗшӗк пасарӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 135–138 с.

Амӑшӗ, ывӑлне темрен хӳтӗлесшӗн пулнӑн, малалла ӳпӗнчӗ, анчах, вӑпӑр пуснӑ пек, урисем вырӑнтан та тапранмаҫҫӗ.

Мать вся подалась вперед, в инстинктивном стремлении защитить его, но ноги ее не двигались, точно в настоящем кошмаре.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Вӑкӑрӗсем ӑнланаҫҫӗ-ха вӗсене; хуть те ҫирӗм вӑкӑр кӳлтер, анчах лешсем хӑйсем майлӑ кӑшкӑрсан, вӑкӑрсем пӗри пӗр вырӑнтан тапранмаҫҫӗ… калама ҫук пӳтсӗр ҫынсем!

Быки-то их понимают; запрягите хоть двадцать, так коли они крикнут по-своему, быки все ни с места… Ужасные плуты!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней