Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапа (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арман чулӗ сассине илтсенех Ваҫукӑн чӗри урӑхларах тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗрӗн чӗри хыттӑнрах тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ Якур патне темле хӗр пырса кил-ҫуртне тирпейлесе, ҫуса-тасатса хӑварнине пӗлсенех, унӑн «сейсмографӗ» хӑвӑрт тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара ирӗксӗрех чӗре пӑлханса тапа пуҫлать.

Помоги переводом

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫав вӑхӑтрах чуна темскер ҫӗклесе ярать, чӗре ӑнланма ҫук канӑҫсӑр тапа пуҫлать.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл мӗнле юрланине пӑхса-итлесе тӑнӑ май, манӑн чунӑм, теме сиссе, канӑҫсӑртараххӑн тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сӑмахран, тепӗр эрнерен вӑл пӗррехинче Мосальскисем патӗнче пулсан, сӗтел ҫинче рамкӑра пӗр питӗ илемлӗ ҫамрӑк хӗр картӑчкине курчӗ, курчӗ те, унӑн чӗри тӑруках, темрен хӑраса, хытӑ тата канӑҫсӑр тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аня чӗри сиксе тухас пек тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Урасем кӑна мар, манӑн сывлӑш пӳлӗнсе кайрӗ, тӑнлавсенчи юн тымарӗсем сасартӑк ыраттарса тапа пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хайхискерӗн чӗри сиксе тапа пуҫларӗ, хӑй те сисмерӗ, кӑкӑрӗнчен унӑн тискер шухӑш, курайманлӑх ҫурала пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк Савантер чӗри сиксе тапа пуҫларӗ, юнӗ вӗриленсе кайрӗ, пуҫӗ ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пике чӗри савӑнӑҫлӑн тапа пуҫларӗ, чунӗнче ҫав тери ҫӑмӑл пулса кайрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗрем темскер ырӑ мара сиснӗн хыттӑн тапа пуҫларӗ…

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ялпа райцентр хушшинчи ҫула юсаса асфальт сарсан, кунта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем хуларан каялла, ҫуралнӑ ҫӗр ҫине тапа пуҫларӗҫ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫемье чӑмӑртаса ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкле-ҫӗкле лартрӗҫ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чип-чипер ӗҫлекен хӗрарӑм чӗри сӑнӑ пӑрса тивнӗ пекех чиксе кайрӗ, ниҫта кайса кӗрейми сиксе тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Анчах чӗрене сасартӑк темӗскер кӗртсе хунӑ пекех туйӑнчӗ, кӑрт-кӑрт сиксе унчченхинчен хӑватлӑн тапа пуҫларӗ вӑл.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Йӗксӗк пуҫӗ! — хаяррӑн кӑшкӑрса, вӑрӑ-хураха урипе тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан чӗри, теме сиснӗ пек, васкавлӑн тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантра Сергейӗн чӗри сиксе тухас пек талтлатса тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темшӗн, ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Матӗрне инкен куҫӗсем шывланса кайрӗҫ, чӗри хыттӑн-хыттӑн тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней