Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

танлаштаратӑп (тĕпĕ: танлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ансаттӑн танлаштаратӑп, ку мана кӑсӑклӑ туйӑнать.

Я делаю простое сопоставление, которое мне кажется интересным.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Чулсем мана ҫут тӗнче аваллӑхӗ пирки аса илтереҫҫӗ; хӗвел айӗнчи тинӗс пек йӑлтӑркка тӳпене вара ҫӗрӗн хӑлхасӑр-чӗлхесӗр йӗкӗреш хӑраххипе танлаштаратӑп, — ӑна хӑйӗн ӑнланман тӑванне питӗнчен пӑхмашкӑн яланлӑхах чарнӑ.

Камни напоминали мне о древности мира, а яркое, как море под солнцем, небо я сравнивал с глухонемым близнецом земли, навеки осужденным без операции смотреть в лицо не понимающему его брату.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫак Трисе пӳртне ҫӗрпе танлаштаратӑп эп!

Я хочу, чтобы домик Триссе сровняли с землёй!

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӗлӗкхи телейлӗ кунсене аса илсен, ирӗксӗрех халь асапланса выртнипе танлаштаратӑп.

Пусть не мучат меня воспоминания, которые невольно заставляют сравнивать.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

— Эпӗ хама Нестеровпа танлаштаратӑп тесе ан шухӑшлӑр.

— Не подумайте, что я равняю себя с Нестеровым.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Эпӗ сана пӗр сыснапа ҫеҫ мар, пӗтӗм сысна кӗтӗвӗпе танлаштаратӑп.

Я сравниваю тебя не только со свиньей, но и со всем стадом свиней.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тухмасан, турӑ пӗлтӗр, каярахпа ку тӑрӑха килетӗп те сирӗн пӗтӗм хутора ҫӗрпе танлаштаратӑп

А не пойдут, — накажи бог, вернусь на энтот бок и хутор ваш весь с землей смешаю…

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Унччен те танлаштарнӑ, ӳлӗм те танлаштаратӑп.

– И буду сравнивать!

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Малашлӑха шанса пӑхакана тулли пучахсем пиҫме тытӑннине самантлӑха та куҫран вӗҫертмен хресченпе танлаштаратӑп.

Помоги переводом

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

32. Священниксем вӑл шыракан ҫын ӑҫта иккенне пӗлместпӗр тесе тупа тусах каласассӑн, 33. вӑл, сылтӑм аллине Турӑ Ҫурчӗ еннелле тӑсса, тупа туса каланӑ: эхер те эсир мана Иудӑна тытса ҫыхса памастӑр пулсассӑн, эпӗ ҫак Турӑ Ҫуртне ҫӗрпе танлаштаратӑп, парне вырӑнне ишсе антаратӑп, вара ҫакӑнта Диониса халалласа чаплӑ ҫурт лартатӑп, тенӗ.

32. Когда же они с клятвою говорили, что не знают, где находится тот, кого он ищет, 33. то он, простерши правую руку на храм, поклялся, сказав: если вы не выдадите мне Иуду связанным, то я этот храм Божий сравняю с землею, раскопаю жертвенник, и воздвигну здесь славный храм Дионису.

2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней