Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

такӑнчӗ (тĕпĕ: такӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ каялла чакса, чакса пычӗ, кантӑрт такӑнчӗ те тункатаран — пилӗкрен ҫӳллӗ вӗлтӗрен ӑшне чикеленчӗ ӳкрӗ, ҫатӑр-ҫатӑр, шӑтӑр-шӑтӑр тутарса, ҫырма тӗпнелле анса кайрӗ.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах… — тем такӑнчӗ бригадир.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк, йӑлтах ывӑнса ҫитнӗскер, ерипен утӑм туса вӑл краватӗн тимӗр уринчен такӑнчӗ, чӗркуҫҫи хаяррӑн ыратса кайнипе вырӑн ҫине пусарӑнчӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Володя такӑнчӗ, ӳкрӗ, ӑна ыраттармаллах тӗртрӗҫ, тӗттӗм ҫӗртен ҫилӗпе ыйтрӗҫ: «Ӑҫ-та-а? Ӑҫта каятӑн? Курмастӑн-им — ҫынсем!»

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена калама тытӑнасшӑнччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра сасартӑк темрен такӑнчӗ те ӳкрӗ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ара ӗнтӗ, — терӗ карчӑк, унтан тем такӑнчӗ те васкаварлӑн ҫапла хушса хучӗ:

Помоги переводом

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Эс, Прутков, мана ҫак йыш умӗнче скомпромент… — вӑл йывӑр сӑмаха калаймасӑр такӑнчӗ, анчах ҫухалса каймарӗ, пушӑ куркана президиум сӗтелли ҫине шаклаттарса лартрӗ те малалла калаҫса кайрӗ:

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таҫтан хура пӑнчӑллӑ хӑмӑр лӗпӗш вӗлтӗртетсе килчӗ те, ӑна тытма пикеннӗскер, Караҫӑм тӑпра муклашкинчен такӑнчӗ, хӑй те, Марина та ӳкрӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шӑп та лӑп ҫӗмрен пырса тӑрӑнмалли самантра Савантер учӗ малти урипе такӑнчӗ те, чикеленес мар тесе, сылтӑмалла пӑрӑнса сиксе ӳкрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк вӑл, «сӑнамасӑр пырса», ури айӗнче йӑваланса выртакан урай хӑми таткинчен (паҫӑр ӑна Анатолий юри ҫак тӗле пӑрахнӑччӗ) талт! такӑнчӗ, сулахаялла сулӑна-сулӑна кайрӗ те, ҫӑкӑнса, миххи мӗнӗпех цементлӑ платформа ҫине ла-а-а-ач! лачлатрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Утӑ капанӗ умнех ҫитсе ӳксен Полина темрен такӑнчӗ (тӗрӗссипе юри такӑнҫи турӗ) те палтӑрт пуҫ хӗрлӗн йӑваланса ӳкрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сывлӑш ҫавӑрма та ӗлкӗреймесӗр, уксахла-уксахла, ик-виҫ утӑм турӗ ҫеҫ — ҫӑтӑлт-ҫатӑлт такӑнчӗ те кӗрсс! тачлатса ӳкрӗ: вӑрман ӑна хальхинче, сулахай урине те мӑкӑльт-мӑкӑльт мӑкӑлтаса мӑйтӑклама васканӑ пек, темле вӑрӑм шертӗпе ярт! «ура хунӑ» иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Муритлене-муритлене вунӑ-вун пилӗк утӑм тусан сӳлли-хевти тӗппипех «ӑсӑнса, тӑкӑнса-саланса» пӗтнипе такӑнчӗ те ӳкрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах… пурнӑҫ урапи такӑнчӗ - чир Марийӑна пиртен уйӑрчӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫак тӗле ҫитсен, унӑн чӗлхи такӑнчӗ.

— Здесь голос его сорвался.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Инҫетелле пӑхса утакан ҫын хӑй те сисмерӗ — пӗр пысӑк муклашкаран такӑнчӗ те ҫул ҫинелле тӑрӑнса кайрӗ, ҫилӗллӗн ятлаҫса илчӗ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав самантра Ахтупай тӗлӗкри пек ҫакна курса юлчӗ: Япанча ҫӳрен учӗ аманса-и е аманмасӑрах хыттӑн такӑнчӗ те ӑмӑрӗ ҫине тӗшӗрӗлчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ача такӑнчӗ.

Помоги переводом

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакӑ Хветле такӑнчӗ те пӗр кирпӗчӗ ӳксе ҫурмаран лаш! ҫурӑлса кайрӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешӗ ӑна кӗтменччӗ курӑнать, такӑнчӗ те тӗрекне ҫухатрӗ, Мӗтри айне кӗрсе ӳкрӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней