Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

такӑнасран (тĕпĕ: такӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юлашки кунсенче противник мӗн пирки ӑнӑҫлӑн ҫапӑҫать? — тесе ыйтнине хирӗҫ вара Носович, такӑнасран асӑрханса, ҫапла тавӑрчӗ:

На вопрос — чем он объясняет успех противника за последние дни — Носович ответил осторожно:

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

9. Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, ҫакӑнтан аялалла сик; 10. ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана сыхлама хушӗ, 11. Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.

9. И повел Его в Иерусалим, и поставил Его на крыле храма, и сказал Ему: если Ты Сын Божий, бросься отсюда вниз, 10. ибо написано: Ангелам Своим заповедает о Тебе сохранить Тебя; 11. и на руках понесут Тебя, да не преткнешься о камень ногою Твоею.

Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Унтан шуйттан Ӑна сӑваплӑ хулана илсе каять те Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса 6. ҫапла калать: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик; ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ.

5. Потом берет Его диавол в святой город и поставляет Его на крыле храма, 6. и говорит Ему: если Ты Сын Божий, бросься вниз, ибо написано: Ангелам Своим заповедает о Тебе, и на руках понесут Тебя, да не преткнешься о камень ногою Твоею.

Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл — хӑватлӑ хӳтлӗх, ҫирӗп тӗрев, Вӑл — хӑр ҫилрен, кӑнтӑр шӑрӑхӗнчен упраканӗ, такӑнасран хӑтараканӗ, ӳкесрен сыхлаканӗ; 17. Ҫӳлхуҫа чуна ҫӗклентерет, куҫа ҫутӑлтарать, эмеллет, пурӑнӑҫпа пиллӗх парать.

Он - могущественная защита и крепкая опора, покров от зноя и покров от полуденного жара, охранение от преткновения и защита от падения; 17. Он возвышает душу и просвещает очи, дает врачевство, жизнь и благословение.

Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эсӗ манӑн чунӑма вилӗмрен хӑтартӑн, куҫӑма — куҫҫульрен, урана такӑнасран сыхларӑн.

8. Ты избавил душу мою от смерти, очи мои от слез и ноги мои от преткновения.

Пс 114 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн; 10. сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ: 11. Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ: 12. урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 13. аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.

9. Ибо ты сказал: «Господь - упование мое»; Всевышнего избрал ты прибежищем твоим; 10. не приключится тебе зло, и язва не приблизится к жилищу твоему; 11. ибо Ангелам Своим заповедает о тебе - охранять тебя на всех путях твоих: 12. на руках понесут тебя, да не преткнешься о камень ногою твоею; 13. на аспида и василиска наступишь; попирать будешь льва и дракона.

Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эй Турӑҫӑм, Сана сӑмах пани — хам ҫинчех; эпӗ Сана тав туса мухтӑп: 14. Эсӗ манӑн чунӑма вилӗмрен, [куҫӑма куҫҫульрен] хӑтартӑн, манӑн урана та такӑнасран сыхларӑн: мана Турӑ умӗнче, пурӑнӑҫ ҫутинче ҫӳремелле турӑн.

13. На мне, Боже, обеты Тебе; Тебе воздам хвалы, 14. ибо Ты избавил душу мою от смерти, [очи мои от слез,] да и ноги мои от преткновения, чтобы я ходил пред лицем Божиим во свете живых.

Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней