Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

такампа (тĕпĕ: такам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйпе ҫеҫ мар, такампа та калаҫать.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ик ачипе хунямӑшне те унӑнах пӑхмалла, вӗсен ҫи-пуҫне сапласа, ҫуса тӑмалла, яшки-ҫӑкрине пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗхне чипер хӗл каҫармалла, вутти-шанкине такампа татса ҫурмалла…

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такампа калаҫать-и, тен.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич вӑта касри кӗпер тӗлӗнче такампа хытах калаҫать:

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Эпӗ мӗн тума кирлӗ пултӑм ӑна?» — шухӑшлама ӗлкӗрейчӗ Микула, алӑк тулашӗнче кил хуҫи хӗрарӑм такампа калаҫнӑ сасӑ илтӗнчӗ:

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ мана такампа пӑтраштаратӑн пулмалла?

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

— Юркка, шухӑшпа таҫта та ҫитрӗм, тем те куртӑм, такампа та сӑмахларӑм, — тет хайхи ватӑ ҫын.

Помоги переводом

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Безбородов телефон трубкине ҫулса илсе такампа ятлаҫма пуҫларӗ.

Помоги переводом

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантра Пӗчӗк принц каллех такампа калаҫни илтӗнчӗ:

А между тем Маленький принц снова ответил кому-то:

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл, ҫак ҫамрӑк ҫын, ӑна темшӗн чавсаран тытса тӑраканскер, таҫта шӑнкӑравланӑ, такампа ҫыхӑннӑ…

Помоги переводом

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйӗн такампа тӗл пуламалла, терӗ.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Таҫта кайма, такампа тавлашма, тем ҫинчен каласа ӗнентерме епле пулсан та герой пулмалла-им?

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Вӑл ман ҫинчен юриех элеклесе панӑ сире. Такампа ҫӳресе йывӑр ҫын пулнӑ та, ун пирки кӑштах ятлаҫма тиврӗ. Вӑт, ҫавӑн пек хӗрарӑмран тӗрӗс сӑмах кӗтме пулать-и?» — тесе тӳрре тухӗ.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак урӑм-сурӑм каҫхи тӗнче темшӗн тулашнӑ пек, такампа вӑрҫнӑ пек юнать, силленет, хӑлаҫланать, хӑмсарать.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн юрлас килет, такампа выляс, калаҫас килет, тем ҫинчен те аса илес, тунсӑхлас, кулянас, вӑрттӑн макӑрас килет.

Помоги переводом

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗн тӑвӑн, ун пекки такампа та пулма пултарать.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӗлӗксем те путлӗ пулмарӗҫ — ялан такампа ҫапӑҫрӗ вӗсенче.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Таҫта та ҫитрӗм, такампа та калаҫрӑм, анчах та питӗ кансӗр, Варварушка!

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хурӑн шӑпӑрпа тимлесех ҫулҫӑ шӑлаканскер анне такампа калаҫнине илтсе пуҫа ҫӗклерӗм.

Помоги переводом

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Старик ҫӗрпӳрте кӗнисене асӑрхаман пекех пулчӗ, вырӑнӗнчен те сикмерӗ, унӑн тути кӑна такампа калаҫнӑ чухнехи пек сиккелерӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней