Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тавҫӑрмасӑр (тĕпĕ: тавҫӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавҫӑрмасӑр

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тепӗр тӗслӗх — прайминг — пӗр стимул пани тепӗр стимула хуравлакан реакцие витӗм кӳни, пӗр ӑс-тӑнлӑ тавҫӑрмасӑр е шухӑшламасӑрах.

Помоги переводом

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

— Анчах мӗнле ӗҫ иккенне пӗлмесӗр, эпир камне чухламасӑр, эпир мӗнле ӗмӗтпе ӗҫе тытӑннине тавҫӑрмасӑр, хамӑрӑн плана ӑнӑҫлӑн туса ҫитерессине пӗлмесӗр, пирӗн мӗнле вай пуррине пӗлмесӗр — вӗсем епле пирӗнпе хутшӑнччӑр-ха?

— Как они могут примкнуть к ним, раз они не знают, в чем дело, не знают кто мы, к какой цели стремимся, какими средствами располагаем для успешного осуществления нашего плана?..

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хирте йӗркесӗр куҫса ҫӳрекен ҫар ҫине вӗсем нимӗн тавҫӑрмасӑр пӑхнӑ.

Они равнодушно смотрели на армию, в беспорядке кочующую по степи.

IX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Дуняшка куҫӗ, куҫҫуль капланса килнипе, сывлӑм сыпнӑ курак ҫырли евӗр йӑлтӑртатать; хӑй вӑл, вӑтанма кирлине тавҫӑрмасӑр, чӗр хулӑ пек пиҫӗ кӗлеткипе намӑссӑрла хуҫкаланса, Дарйӑна хӗрлӗармеецсем йӗнер ҫинче мӗнле силленсе пынине кӑтартать.

Пунцовая Дуняшка с мокрыми от слез глазами, блестевшими, как зерна обрызганного росой паслена, показывала Дарье посадку в седлах красноармейцев и в размеренные движения с бессознательным цинизмом вкладывала непристойный намек.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку хыпар чӑнччӗ, ман чӗрене ҫунтаракан чӑнлӑхчӗ ку, эпӗ вара тахҫан хам ӑна пӑхӑнтарса тӑнине туймасӑр, тавҫӑрмасӑр итлерӗм.

Это было правдой, страшной для меня правдой, а я слушала его небрежно, с давно забытым чувством власти над ним.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней