Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӗҫ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пушӑлла таврӑнчӗҫ, пӗр выльӑх та тупайман.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла элчӗсем хулана кайнӑ чухнехи пек ыррине кӗтсе, хӑпартланса мар, хуҫӑлнӑ кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хирӗҫ юнаса, хӗҫ-пӑшаллӑ хуралҫӑсене ҫава е сенӗк кӑтартса утта кайма тухнӑ ҫынсем ялалла таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан утсем вырӑссенчен юлнӑ утсене кӑкарса каялла таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗсем Хусантан пит хӑвӑрт таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗне тупсан, Хусанта ҫитмелли вырӑнсене ҫитсе курсан вӗсем киле пӗрле таврӑнчӗҫ — ватӑ Мамич-Бердейпе Алттыш тата ҫамрӑк Мамич-Бердейпе Кӗркке.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурте ҫывӑрма выртсан киле Нургалин кӗҫӗн ывӑлӗсем таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халтан кайнӑ, суранланса пӗтнӗ воинсем ҫын виллисем урлӑ каҫа-каҫа хӑйсем ирхине тӑнӑ вырӑнӗсене таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялсене кайнӑ ҫынсем тепӗр кунне ҫеҫ таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр кунне станицӑна Тукай мӑрсапа тепӗр сотник таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс саламатне сахал мар тутанса пӑхрӗҫ ун чухне, халь ӑна ҫыхса пӑрахтарнӑ сотник пек ҫар пуҫӗсен куштанлӑхне сахал мар курчӗҫ, ҫапах та киле чиперех таврӑнчӗҫ, вырӑссене нумайччен ырӑпа асӑнса пурӑнчӗҫ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав самантрах вӑр-вар таврӑнчӗҫ те йӑлт! ҫеҫ курӑнчӗҫ тепӗр хут ялалла.

Помоги переводом

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Тепӗр ирхине кӑмпа татма пынӑ ҫынсем ҫул кӑтартса янипе тин киле таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Кӗтӳ яла кӗриччен шӑтӑк чавакансем ӗҫ пӗтерсе таврӑнчӗҫ, витрери шыва куркапа ӑсса ҫӑвӑнма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Атя киле кайса леҫем, — терӗ мана Иван пичче, — аҫупа аннӳ пасартан паҫӑрах таврӑнчӗҫ, кулач илсе килчӗҫ пулӗ.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем тӗттӗм пулас умӗн тухса карӗҫ те кӗтӳ хӑваланӑ вӑхӑтра ирхине каялла таврӑнчӗҫ.

Вернулись они утром, когда уже стадо выгоняли.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ытти казаксем ушкӑн умӗнче пыракан отставкӑри салтака Евдокимов Михалана тытса таврӑнчӗҫ.

Остальным казакам удалось схватить отставного солдата Михаила Евдокимова, возглавлявшего шайку несогласных.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳре-шарасемпе пупсем киремет картисене ҫине-ҫинех ватса е вараласа ҫӳренӗрен ял ҫыннисем кӗҫӗрлӗхе кунта хурала килнӗ-мӗн, темиҫен хирӗҫ тухса Михапарпа ун юлташӗсене палларӗҫ те пӗрле вут патне таврӑнчӗҫ.

Чтобы волостные чиновники и поповские прихвостни не прознали про место чюкления, выставили охрану из нескольких человек: они-то и встретили Михабара с товарищами и проводили к костру.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Солнышко» тата «Капитошка» ушкӑнсенчи ачасем пысӑк туйӑмсемпе, тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Шыракансем таврӑнчӗҫ Лашисене ҫунтарса: Кантӑр варта йӑмраран Вилнӗ терӗҫ ҫакӑнса…

Помоги переводом

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней