Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑннӑшӑн (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс таврӑннӑшӑн, пирӗн йыша ӗҫлеме килнӗшӗн.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайран ак хӑй ҫапла тиркешсе ҫӳренӗшӗн, киле нимӗнсӗр таврӑннӑшӑн савӑннӑ пек те пулчӗ, ҫӗнӗ йытӑ туянма шухӑш тытнӑшӑн вара мӑкӑртатса та илчӗ: «Пасартан йытӑпа таврӑнса, Бианкӑна манса каймаллаччӗ иккен-ха! Юрать-и ҫапла!» - терӗ вал.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Пӗррехинче вӑл мана колхоз уйне улма кӑларма кайсан киле пуш витрепе таврӑннӑшӑн купарча ислениччен пӗҫертнӗччӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хайхи ҫав Якур пичче, хӑлхи хытӑ пулсан та, мана аппа урана йӗпетсе таврӑннӑшӑн вӑрҫнине тавҫӑрса илнӗ пулас.

Помоги переводом

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Сывӑ таврӑннӑшӑн кӗл ту турра, ывӑлӑм.

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ таврӑннӑшӑн чунтанах савӑнчӗҫ хӗрсем, анчах ку вӗсемшӗн тулли савӑнӑҫ пулмарӗ-ха.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттепе пичче тӗрӗс-тӗкел таврӑннӑшӑн эпир питӗ савӑнтӑмӑр, анчах яшка ҫинӗ хыҫҫӑнах эпӗ пирӗн пысӑк инкек пулнине пӗлтӗм.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Зинаида Степановна эрех ӗҫсе таврӑннӑшӑн упӑшкине юратман та, анчах пурӑнасса ун ӑсӗпе пурӑннӑ, хирӗҫмен.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Жук, Иван Горапа Володька тата Федька — виҫҫӗшӗ те пӗрле отряда сыввӑн-чӗррӗн таврӑннӑшӑн пӗртте савӑнмасть, вӑл ӑна: «Сывӑ-и», — тесе те каламасть, — йывӑррӑн сывласа пӑрӑнать те, куҫран куҫ тӳррӗн пӑхса та тӑмасть.

Жук не обрадовался тому, что Иван Гора с Володькой и Федькой вернулись живыми в отряд, не сказал ему: «Здорово», — тяжело отвернулся, не стал глядеть в глаза.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Тин кӑна Гусев патӗнче пултӑм, вӑл — маттур тиха пек: аллисене гипсланӑ, янах шӑмми хуҫӑлнӑ, анчах пӗр чарӑнми кулать, таврӑннӑшӑн хытӑ савӑнать.

— Только что был у Гусева, вот тот молодцом, руки в гипсе, сломана челюсть, но всё время смеётся, — очень доволен, что вернулся.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӗнер колхозри бригадӑсенчен пӗри тинӗсрен пушӑ вельботпа таврӑннӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл.

Он был недоволен тем, что одна из бригад колхоза вчера вернулась с моря с пустым вельботом.

Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Эпӗ Королевпа Разумов таврӑннӑшӑн эпир пурте хӗпӗртерӗмӗр, тесен манпа пурте килӗшеҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп.

— Я думаю, все со мной согласятся, когда я скажу, что все мы рады возвращению Королева и Разумова.

28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Петя, Кэукай тата Эттай вӑл шкула таврӑннӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗҫ, вӗсем хӗпӗртенине Тавыль тӳрех асӑрхарӗ, анчах хӑй асӑрханине нимпе те палӑртмарӗ.

Тавыль сразу заметил, что Петя, Кэукай и Эттай обрадовались его возвращению, но ничем не ответил на их радость.

Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Ху сывӑ таврӑннӑшӑн хӑвӑн йӗрӗхӳсене тав ту, — терӗ мистер Кэмби, пӑр шӑйӑрса пӗтернӗ вельботне унтан та кунтан пӑхкаласа.

— Скажи спасибо духам своим за то, что сам домой живым вернулся, — отозвался Кэмби, тщательно осматривая исцарапанный льдами вельбот.

Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пурте темшӗн капитан помощникӗ валли килнӗ посылка патне «Суоми» каялла таврӑннӑшӑн савӑннӑ.

Все почему-то были довольны, что «Суоми» вернулась за посылкой для помощника капитана.

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Эпӗ пӗччен килменнине курсан, анне мана кая юлса таврӑннӑшӑн ятламарӗ.

Мама увидела, что я не один пришел, и не стала бранить меня за то, что я поздно вернулся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Анне мана ҫавӑн пек кая юлса таврӑннӑшӑн ятлама тытӑнчӗ, анчах эпӗ ӑна: халӗ вӑхӑт ытлашши нумай иртмен-ха, терӗм, мӗншӗн тесен халӗ кӗр, кӗркунне яланах ир тӗттӗмленет, ҫуллахи вӑхӑтра пулнӑ пулсан, никам та вӑхӑт нумай иртнӗ темен пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫулла кунсем чылай вӑрӑмрах, ку вӑхӑтра ҫутӑ пулнӑ пулӗччӗ-ха, пурне те халӗ вӑхӑт нумай иртмен пек туйӑнӗччӗ.

Мама стала бранить меня за то, что я задержался так поздно, но я сказал, что еще не поздно, потому что теперь уже осень, а осенью всегда темнеет раньше, чем летом, и если бы это было летом, то никому не показалось бы, что уже поздно, потому что летом дни гораздо длиннее, и в это время было бы еще светло, и всем казалось бы, что еще рано.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Таня сывах таврӑннӑшӑн хӗпӗртенӗ Беридзе унран проливри пӑр ҫирӗппипе ҫирӗп марри ҫинчен тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ.

Беридзе, довольный, что Таня вернулась невредимой, подробно расспрашивал ее о крепости льда на проливе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Штаба таврӑннӑшӑн комиссар хӑй те хавас, мӗншӗн тесен штаб халӗ ӑна тӑван кил-ҫурт пек туйӑнать.

Комиссар тоже был рад возвращению в штаб, который казался ему теперь родным домом.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ киле таврӑннӑшӑн Салли аппа калама ҫук хытӑ савӑнчӗ — кулать те вӑл, макӑрать те, ыталать, ҫупӑрлать мана, ҫапкаласа та илет, анчах пӗртте ыраттармалла ҫапмасть; Сид таврӑнсан, ӑна та пӗҫерккӗ паратӑп-ха тет.

Когда мы вернулись домой, тетя Салли до того обрадовалась мне — и смеялась, и плакала, и обнимала меня, и даже принималась колотить, только совсем не больно; обещала и Сиду тоже задать, когда он вернется.

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней