Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Чӗрӗлле ҫыхса илсе таврӑнасчӗ ӑна яла! — тилмӗрсе пӑхать Откан ҫине Ылтӑн Петрукӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аннене тупасчӗ те киле пӗрле таврӑнасчӗ, — хӑйӗн тахҫанхи шухӑшне каларӗ ывӑлӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Часрах ҫӗнтересчӗ, часрах Украинӑна таврӑнасчӗ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Яла таврӑнасчӗ те лӑпкӑн ҫеҫ пурӑнасчӗ.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗр сехетлӗх те пулин ҫитес, пурин ҫине те пӑхса илесчӗ, Антон Семенович аллине чӑмӑртасчӗ те — каялла, киле, Березовая рощӑна таврӑнасчӗ.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Киле таврӑнасчӗ санӑн пурӑнма, нимӗн хӳрене хуҫкаламалли те ҫук унта.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мускава вӑхӑтра таврӑнасчӗ!
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Эх, пӗр 50 ҫул каяллахи чӑваш ялне таврӑнасчӗ. Мӗнле илемлӗччӗ вӑл! Сип-симӗс урамсем, эрешленӗ чӳречесем, капӑрлатнӑ картасем, ешӗл йӑмрасем, ача-пӑчан чӗвӗл-чӗвӗл сасси, чӑваш тумӗпе юрласа утакан сӑпайлӑ хӗрсемпе каччӑсем. Ӑҫта халӗ ҫак килем? — тет ман кукамай иртнине аса илсе. — Ҫӗрӗ те ҫавах, ялӗ те ҫавах, анчах пурнӑҫӗ йӑлт урӑхла пулса кайрӗ».
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
- 1