Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑнакансен (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матвипе Кӗҫени тӗлне, ирхи куна каҫ туса, райцентртан хӑна-вӗрле сӗтелли ҫине сӑй-мӗн туянса таврӑнакансен тӗлне (тӗп ӗмӗчӗ вӗсен Кӗҫени валли туй кӗпи туянассиччӗ, пусма-тавар лавккисене кӗменни хӑвармарӗҫ — ҫук, тупӑнмарӗ ҫураҫнӑ хӗр валли шурӑ-шурӑ пӗркенчӗк, туйне вырсаникуна, ыран каҫалана, палӑртнӑ!), поселока ҫитесси пӗр вунӑ ҫухрӑмсем юласпа тухрӗ ӑнсарт чӑрмав: машина, хӑй еккипе чиперех пыраканскер, айлӑмалла пӑрӑннӑ чухне сасартӑк чӑх-чах тукаларӗ те ҫавӑнтах мотор лап сӳнсе ларчӗ; урӑх, мӗн чул чӗртес тесе тӑрмашсассӑн та, мӑкӑл та сас памарӗ — хуллен-хулленех лапама анса лӑпланчӗ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Катаччи юррипе пӗрле ӗҫкӗрен таврӑнакансен юррисем хутшӑнчӗҫ.

К масленичным песням присоединились застольные — это пели возвращающиеся из гостей.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑнасем тӗксӗм кӑвак сӑрӑпа ҫуталса йӑлтӑртатакан икӗ вӗр ҫӗнӗ автомобильпе килеҫҫӗ: таҫта, чылай хыҫалта, утӑ ҫулнӑ ҫӗртен таврӑнакансен лашисенчен ирте-ирте кайса, тройкӑсем пушӑлла хӑлтӑртатса ҫывхараҫҫӗ, пӗкӗсем айӗнче атаман чаплӑ тӗлпулу валли тулнӑ почта шӑнкӑравӗсем кичеммӗн тӗнкӗлтетеҫҫӗ.

Гости ехали на двух новехоньких, блещущих темно-синей краской автомобилях; где-то далеко позади, обгоняя едущих с покоса косарей, порожняком скакали тройки и уныло позванивали под дугами почтарские колокольчики, добытые для торжественного случая атаманом.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней