Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таварӗсем (тĕпĕ: тавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, пысӑках мар лавка туса, строительство таварӗсем сутма пуҫланӑ.

Тогда он организовал продажу строительных товаров, создав небольшой магазин.

Пушкӑрт ҫынни 30 ҫул тӑршшӗнче пысӑках мар лавкаран строительство компанине йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... en-3639528

Апат-ҫимӗҫпе промышленность таварӗсем, ҫунтармалли шӗвексем тата ытти импортланать.

Импортируется продовольствие, промышленные товары, топливо и проч.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Тӗп экспорт таварӗсем — банан, какао, мускат мӑйӑрӗ.

Основные экспортные товары — бананы, какао, мускатный орех.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Унта районти ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемпе хушма хуҫалӑхлӑ ҫынсем хастар хутшӑннӑ.

Активное участие принимают сельхозтоваропроизводители района и жители, имеющие личное подсобное хозяйства.

Республика кунӗнче ярмӑрккӑ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... tn-3475809

Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекен Пушкӑртстан Республикинчи Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ тӗрӗслесе тӑнӑ май республикӑри Хайбулла районӗнчен Казахстана 340,6 тонна урпа тиенӗ.

Под контролем Управления Россельхознадзора по Республике Башкортостан сельхозтоваропроизводитель из Хайбуллинского района республики отгрузил в Казахстан 340,6 тонны ячменя.

Пушкӑртстанран Казахстана 340 тонна ытла урпа экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3464403

Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем Пушкӑртстанра ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх йышне туяннин тӑкакӗсен 50% субсидилеҫҫӗ, анчах пӗр пуҫшӑн 60 пин тенкӗрен ытла мар.

Приобретение сельхозтоваропроизводителями племенного поголовья крупного рогатого скота в Башкортостане субсидируется в размере 50% от затрат, но не более 60 тыс. рублей за одну голову.

Пушкӑртстанри хуҫалӑхсем 2600 ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... nn-3463310

Пушкӑртстан Республикинче ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем 2023 ҫулхи тӑхӑр уйӑхра 2604 пуҫ ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ.

Сельхозпроизводители Республики Башкортостан за 9 месяцев 2023 года приобрели 2604 головы племенного молодняка крупного рогатого скота.

Пушкӑртстанри хуҫалӑхсем 2600 ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... nn-3463310

Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать, ҫакна «Атя выляма» фестиваль те ҫирӗплетсе парать, – тенӗ Ача-пӑча таварӗсем туса кӑларакан предприятисен индустри ассоциаци президенчӗ Антонина Цицулина.

Помоги переводом

«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589

Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене, уйрӑм предпринимательсемпе граждансене, ял хуҫалӑх продукцине сутма хушма хуҫалӑх тытса пыракансене чӗнетпӗр.

Помоги переводом

Кӗрхи ярмӑрккӑна килӗр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/common_material/ ... -r-3413358

Республикӑра 100 ытла предприяти апат-ҫимӗҫ таварӗсем тирпейлесе кӑларас енӗпе ӗҫлет.

Помоги переводом

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Промышленность таварӗсем, тӗрлӗрен пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курнӑшӑн тӳлемелли хаксем ҫав-ҫавах тӗлли-паллисӗр ӳссе пынӑ вӑхӑтра сӗтӗн сутлӑх хакӗ чакни ял ҫыннин кӑмӑлне хуҫать, паллах, ҫакӑ вӗсен малашлӑхра тӑрӑшса ӗҫлес хавхаланӑвне те чакаратех.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

2023 ҫултан пуҫласа харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлеме регистрациленнӗ хушма хуҫалӑхсене те техника, хурт-хӑмӑр таварӗсем туянма тухнӑ тӑкаксене 40 процент таран саплаштарма тытӑннӑ, ӗнесем туянма та укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ун чухне Пурисӑн «Строительствопа хуҫалӑх таварӗсем» лавккара пӗрле ӗҫлекен юлташӗсенчен пӗри, Коля, тиевҫӗ, авланатчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шупашкарти «Строительствопа хуҫалӑх таварӗсем» лавккара «рульте» ӗҫлет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Инфляци шайне апат-ҫимӗҫ таварӗсем тата пулӑшусем хакланни уйрӑмах витӗм кӳнӗ /хаксем 16,7 тата 11,2 процент хӑпарнӑ/.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Потребитель хакӗсен ӳсӗмӗ асӑннӑ тапхӑрта 154,6 процентпа танлашнӑ, строительствӑра - 156,8, ялхуҫалӑх продукцийӗ хатӗрленӗ ҫӗрте - 140, промышленноҫра - 134,7. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан пӗлтӗр хаксем экономикӑн мӗнпур секторӗнче самаях хӑпарнӑ, чи пысӑкки /20,5 процент/ - строительство продукцийӗ, чи пӗчӗкки /4,1 процент/ - промышленноҫ таварӗсем туса кӑларнӑ ҫӗрте.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Вӗсен тытӑмне потребитель рынокӗнчи, пурӑнмалли ҫурт-йӗр рынокӗнчи, промышленноҫ, ялхуҫалӑх, строительство таварӗсем туса кӑларакансен, груз турттаракансен, юридици сӑпатӗнче тӑракансене ҫыхӑну пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерекенсен, ҫавӑн пекех промышленноҫ, строительство тата ялхуҫалӑх организацийӗсем туянакан продукци хакӗсемпе тарифӗсем кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пӗрремӗш сӑнӳкерчӗкре йывӑҫ ҫурта куратӑр, унта «Кӗнекесем» тата «Хуҫалӑх таварӗсем» магазинсем пулнӑ.

Помоги переводом

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Вӗсене ял хуҫалӑх таварӗсем е продукцийӗ туянма 100 пин тенкӗлӗх пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Вӗсен пӗр-пӗринпе тавлашмалли ҫук — таварӗсем конкурентлӑ мар, ҫапах темшӗн кӗвӗҫнӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней