Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗнмесӗрех (тĕпĕ: сӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑш вӑркама пуҫланипе Сахар шӑллӗне сӗнмесӗрех тепӗр черкке коньяк тултарса ӗҫрӗ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Туринке кил хуҫи ларма сӗнмесӗрех вӑрӑм тенкел ҫумне сӗвенчӗ.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ ӑна сиввӗн сывлӑх сунтӑм, анчах ларма сӗнмерӗм, мӗншӗн тесен ҫакна тума мана намӑс пулчӗ, вӗсем сӗнмесӗрех ларма пултараҫҫӗ тесе шутласа, эпӗ ҫӑмӑл тӑрантаса кӳлме хушрӑм.

Я холодно поздоровался с ним и, не пригласив их сесть, потому что мне было совестно это сделать, думая, что они это могут сделать и без моего приглашения, велел закладывать пролетку.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Калугин тӑчӗ, анчах офицере хирӗҫ пуҫ таймарӗ вӑл, кӑмӑллӑн йышӑнса иленҫи пулса (капла йышӑнса илни, паллах ӗнтӗ, пырса кӗрекен ҫынна кӳрентерет), кулас килмен ҫӗртенех йӑл кулса, офицертен вӑл, эсир кӑштах тӑхтама пултараймастӑр-и тесе ыйтрӗ те, ӑна ларма сӗнмесӗрех, ун ҫине тек ҫаврӑнса та пӑхмасӑр, Гальцин патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ те французла калаҫма тытӑнчӗ, пӳлем варрине тӑрса юлнӑ мӗскӗн офицер вара, хӑйне хӑй тата хӑй умӗнче ҫакӑнса тӑракан перчеткесӗр аллисене ниҫта чикме аптӑрарӗ.

Калугин встал, но, не отвечая на поклон офицера, с оскорбительной учтивостью и натянутой официальной улыбкой спросил офицера, не угодно ли им подождать, и, не попросив его сесть и не обращая на него больше внимания, повернулся к Гальцину и заговорил по-французски, так что бедный офицер, оставшись посередине комнаты, решительно не знал, что делать с своей персоной и руками без перчаток, которые висели перед ним.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Гаррис никам сӗнмесӗрех хӑйӗн стаканне мускат тултарчӗ, мускат ҫине мадера ячӗ.

Гаррис без приглашения налил себе почти полный стакан муската и долил его мадерой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Стариксем, Оленин сӗнмесӗрех, хӑйсемех, ун патне кӗрсе, ӗҫсе ларса ҫӗр каҫасшӑн пулчӗҫ.

Старики сами назвались идти догуливать ночь у Оленина.

XXXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Аким, вӗсене сӗтел хушшине ларма сӗнмесӗрех, сӑмахне шелленӗ пек, пӗртен-пӗр сӑмах каланипех, «тавтапуҫ» тенипех е тӳрккесӗнрех шӳтлесе: «Ҫиетӗп-ха та, хамӑнне ҫиетӗп, эсӗ алӑк патӗнчех пӑхса тӑр-ха,» тесе ирттерсе яма ҫӑварне уҫма та ӗлкӗрейменччӗ, ҫав вӑхӑтрах Найденов васкавлӑн малалла каласа кайрӗ:

Не успел Аким рта раскрыть, чтобы, не приглашая к столу, проронить скупое «спасибо» или отделаться грубовато-шутливо: «Ем, да свой, а ты рядом постой», — как Найденов торопливо продолжал:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун енне ҫаврӑнса эпӗ пуҫӑма султӑм, — вара мана хама та, пуҫӑма ҫапла чыс-хисеп сӗнмесӗрех хӑюлӑн сулнипе савӑнӑҫлӑ пек туйӑнчӗ.

Я обернулась, кивнула — и мне даже самой стало весело, так я равнодушно, смело кивнула.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрарӑм сывлӑх сунчӗ те малалла иртме сӗнмесӗрех сӗтел ҫине виҫӗ литрлӑ банкӑпа сӗт тата турилккепе икерчӗ пырса лартрӗ.

Женщина поздоровалась и, не дожидаясь приглашения, прошла вперед, поставила на стол трехлитровую банку с молоком и целую тарелку блинов.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней