Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чунӗнче халӗ лӑпкӑ пек, ӳсӗр хупахӑн янкӑр ҫутӑ ӳкерчӗкле нӗрсӗрлӗхӗнче ҫеҫ кӗтмен ҫӗртен Футрозсен хӑна пӳлӗмӗн хӗрлӗ-сарӑ сӗмӗсем канӑҫсӑррӑн ише-ише иртме пуҫларӗҫ, таҫти кӗтесри хӗрарӑмсен ахӑлтатӑвӗ вара Эллипе Ройӑн уҫӑ ӑшӑ куллине тӑшманла аса илтерет.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унра ҫулӑмӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнакан сӗмӗсем, мӑкӑнь ҫеҫкисем, хӗрлӗ кӑвак е хӑмӑр кӑвак тӗссен вӑййи курӑнмаҫҫӗ; сенкерлӗх те, урӑх пӗр-пӗр тӗс мӗлки те — иккӗлентерекенни урӑх нимӗн те ҫук.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вун икке кайсан унӑн чунӗн мӗн пур сисӗмлӗхӗ, кӑмӑл-туйӑмӗн сапаланчӑк йӗрӗсем тата вӑрттӑн ӑнтӑлу сӗмӗсем хӑватлӑ пӗр вӑя пӗрлешрӗҫ, ҫапла майпа уҫӑмлӑн сӑнланса никам тытса чарайми ӗмӗт пулса тӑчӗҫ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӗвел пайӑркисемпе пӗлӗт пӗрлешсе пулакан тӗссен кӑткӑс эрешӗ ҫапла пӗр-пӗр пӳрте кӗрсе каять те — унӑн шайлашуллӑ ӑш-чикӗнчи йӑлӑхтармӑш пахалӑхсене пӗтерсе хурать; куҫ курать, анчах пӳлӗме палласа илеймест, ҫуттӑн пытанчӑк сӗмӗсем мӗскӗнлӗх хушшинче тӗлӗнтерсе яракан килӗшӳлӗх туса хураҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӳречерен Атӑлӑн юрлӑ ытамӗ курӑнса выртать; ун хыҫӗнче, сарлака пӗкече пек ҫаврӑнса, тӗссӗр кӑвак вӑрман тасалать, инҫетре уй-хирсен хумлӑн-хумлӑн авкаланса выртакан ҫемҫе сӗмӗсем палӑраҫҫӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫав питӗн чеченлӗхӗ йӑлтах, пӗтӗмпех ҫунса ялтӑракан ҫак пысӑк хура куҫсенче, — вӗсене варринчен кӑшт хуҫӑкрах ҫӳхе харшӑсем тытса илме ҫукла чеелӗх, пӑхӑнтарулӑх та айванлӑх сӗмӗсем парса тӑраҫҫӗ, — тата кӗре ӳтӗн кӗренлӗхӗнче те тутисен иртӗнчӗкле авӑнкӑҫӗнче, — вӗсенчен пӗри, аялти, кӑшт туллирех тути, татӑклан та юнтармӑшлӑн малалла талпӑнса тӑрать.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
- 1