Поиск
Шырав ĕçĕ:
Филипп Матвеевич сӑра юхтармалли рецепт ҫырса пӗлтерме ыйтать иккен, — Обломовкӑра сӑра лайӑх тӑваҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫенӗке (унта мана ӗлӗк Дуня чуптунӑччӗ) мӑнтӑр хӗрарӑм тухрӗ те ман ыйтусем ҫине, ватӑ пуҫлӑх вилни ҫулталӑк ӗнтӗ, ун ҫуртӗнче халӗ сӑра тӑвакан пурӑнать, хӑй вӑл ҫав сӑра тӑваканӑн арӑмӗ, тесе пӗлтерчӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ: пирӗн районта туса илекен хӑмлапа хамӑр Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи сӑра тӑвакан заводра та усӑ курса тутлӑ та техӗмлӗ Чӑваш сӑрине вӗретеҫҫӗ.
«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17
Малти Ункӑпуҫсем тӗрлӗ юрӑпа, сӑрапа кӗтсе илсе «Чи лайӑх кӗтсе илекенсем тата тӗрлӗрен сӑра» ята ҫӗнсе илчӗҫ.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Пӗрре кӑна хӑмсарчӗ — сӑра кӑкшӑмӗ ҫӗре ӳксе саланчӗ, сӑри урай талккишпе юхса сарӑлчӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӑваш сӑра тума ӑста, Чӑваш сӑри хӑмлаллӑ теҫҫӗ.
«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Мӑн кӗрӳ пулаканни авланакан качча сӑра курки тыттарать, авланакан каччӑ ҫав сӑрана пӗр виҫ трит (хут) ваттисен умӗнче пултӑр тесе ҫӗре тумлатать.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Вара салат авӑртса сӑра турӑмӑр та ҫав сӑрапа атте валли хӗр ҫураҫма кайрӑмӑр…
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Аттене ӑшӑ кӑмӑлпа асӑнса пуҫламӑш курка сӑра ӗҫнӗ чух, умӗнче пултӑр тесе, сӑрана кӑшт тӑкрӗҫ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кам та пулин чӗнсе кайса пӗр курка сӑра ӗҫтерсен сӑри каяшӗ ҫеҫ пулсан та Мулкач Терушӗ ӑна хырӑмне шӑла-шӑла мухтать вара: «Ну, сӑра тӑк сӑра!
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Марьепе Лисук лаҫра сӑра юхтарнӑ, тутлӑрах пултӑр тесе сӑрине ҫӑрарах ӑсларан хӑмла ярса йӳҫӗтнӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Хӗрӗм, шӑрттанне ҫупа ӑшала-ха, эп сӑрине кайса ӑсам, — текелесе, амӑшӗ пӳртрен пуш сӑра витри йӑтса тухса кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Пӗр курка сӑрине те пулсан ӗҫсемччӗ ҫул ҫине, — тесе васкавлӑн пӳртрен сӑра кӑкшӑмӗ илсе тухрӗ Марине карчӑк.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл лӑпланас йӳтӗмпе сӑра ӗҫесшӗнччӗ: сӑрашӑн хӑй тӳлерӗ те сутуҫӑсен калаҫӑвне тӑнлать, анчах ҫав тери шавлӑран нимӗн те ӑнланмасть.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах уйӑх ҫути мана сӑра пекех питӗ лайӑх та усӑллӑ витӗм кӳрет, ҫавӑнпа эпӗ пур пӗлтерӗшпе те ӳсӗр темелле: сӑраран, уйӑхран, юратуран; пытармастӑп: хупахра сӑра ҫителӗклех ӗҫсе тултартӑм.
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Вӗсем кӗтеслӗ-кӗтеслӗ ҫӳллӗ бокалсемпе пӑр ҫинче сивӗтнӗ пыллӑ сӑра ӗҫрӗҫ, сӑрине ҫак хӗрарӑм Ольга валли кучченеҫ илсе килнӗ, вӑл янтарь пек, ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатать, чӗлхене ҫӳҫентерсе чӗпӗтет, вӑл Петра темле хаваслӑ сӑмахсем калама ҫӗклентерчӗ, анчах та калаҫнӑ чухне ҫав сӑмахсене калама май килмерӗ, мӗншӗн тесен шӑллӗ пӗр чарӑнмасӑр, татти-сыпписӗр пакӑлтатрӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кил хуҫи хӑнасене бутербродсемпе, чейпе, кофепе, сӑра юратакансене сӑрапа хӑналать.Хозяин угощает гостей бутербродами, чаем или кофе, а любителей пива — пивом.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кӑпӑкланса тӑракан чӑваш сӑрине ӗҫсен: — Вӑт ку сӑра-тӑк сӑра, — мухтарӗҫ хаклӑ хӑнасем.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Сарӑ ҫутӑсем нумайлансах пыраҫҫӗ — сӑра, виски, супӑнь, ҫӗнӗ бритва, сигара, театр ҫинчен ҫырнӑ сӑмахсем стенасем тӑршшӗпе ялкӑшма тытӑнаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пепе нимӗҫсене юратмасть, вӑл хӑйсен урамӗнчи, плошадьри тата тӗксӗм ларёксем умӗнчи пурнӑҫпа пурӑнать, унта Пепешӗн ҫывӑх ҫынсем сӑра ӗҫеҫҫӗ, картла выляҫҫӗ, хаҫат вулаҫҫӗ тата политика ҫинчен калаҫаҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.