Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яш кӗлеткем авӑнчӗ, Ҫырла сӑнӑм хуралчӗ, Шӑпчӑк сассӑм татӑлчӗ…
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чупрӑм тухрӑм эпӗ кӳле хӗррине, Ҫамрӑк сӑнӑм ӳкрӗ шыв ҫине.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Госпитале таврӑнсан, сӑнӑм килӗшмеллех курӑнмастчӗ пулас манӑн, мӗншӗн тесен ман кӳршӗри аманнӑ салтак, урасӑр пулин те, тулли те хӗрлӗскер, хӑй вулакан кӗнекерен пӑрӑнса, ман ҫине пӑхрӗ те нимӗн те ыйтмарӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Номерте паҫӑрах ҫутӑлнӑччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ ҫутта сӳнтерме маннӑ кайнӑ, тен ҫавӑнпа-и, хам сӑнӑм куҫкӗски ҫинче кӑштах шурнӑ пек курӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн сӑнӑм пӑсӑлса пӗтнине асӑрхами пулма санӑн чӗрӳ вӑйӗ ҫитӗ-ши?» — тесе ыйтнӑ пек пулчӗ вӑл, карточка ҫине сӑнавлӑн пӑхса.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ, Даниил, сехӗрленсех ӳкрӗм, ӗнтӗ сӑнӑм та улшӑнчӗ; анчах эпӗ ҫакна пурне те чӗремре сыхласа хӑвартӑм.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ пултарас ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр яланах Хамӑн сӑнӑм умӗнче тӑнӑ пек, сирӗн вӑрлӑхӑр та, сирӗн ятӑр та Ман умӑмрах тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Манӑн сӑнӑм умне акӑ мӗн ҫырса хунӑ: чӗнмесӗр тӑмӑп, тавӑрӑп, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе пӗрле ӑшчиккине кӗртсех тавӑрса парӑп; вӗсен ашшӗсем тусем ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, сӑртсем ҫинче Мана хӑртнӑ-хурланӑ; Эпӗ вӗсен унчченхи ӗҫӗсене виҫсе ӑшчиккинех ярса парӑп.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫылӑха каламасӑр пурӑнтӑм та — куллен ахлатнӑран, йынӑшнӑран шӑммӑм-шаккӑм та хӑрӑнчӗ: 4. Санӑн аллу мана кунӗн-ҫӗрӗн пусса тӑчӗ; ҫуллахи шӑрӑхпа типнӗ евӗр, хӗрлӗ сӑнӑм шуралчӗ.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуламӑм, аттемсен тупӑкӗсен килӗ, юхӑнса юлнӑ пулсассӑн, хула хапхисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ пулсассӑн, епле хурлӑхлӑ ан пултӑр-ха сӑнӑм? терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эпӗ патшалӑха ун аллинчен пӗтӗмпех туртса илместӗп, Эпӗ ӑна — Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑнӑ, Хам суйласа илнӗ Давид чурамшӑн — мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшара хӑваратӑп; 35. патшалӑха ун ывӑлӗн аллинчен туртса илӗп, ҫавӑнтан вунӑ йӑхне сана парӑп; 36. унӑн ывӑлне вара — Давид чурамӑн ҫутаткӑҫӗ ӗмӗрех Хам сӑнӑм умӗнче, Хам ятӑм валли суйласа илнӗ Иерусалим хулинче юлтӑр тесе — пӗр йӑх паратӑп.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Турӑ тата каланӑ: акӑ Манӑн ҫывӑхӑма, ҫакӑ чул ҫине, тӑр; 22. Хамӑн мухтавлӑхӑм иртнӗ чухне Эпӗ сана чул ҫурӑкне тӑратӑп та Хам иртсе кайиччен сана аллӑмпа витсе тӑрӑп; 23. аллӑма илсессӗн, эсӗ Мана хыҫран курса юлӑн, Манӑн сӑнӑм [сана] курӑнмӗ, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1