Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмсинчен (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун сӑн-пичӗ те пӗрех Непсӗр ҫивӗч ӑмӑрт кайӑк сӑмсинчен илемлӗрех.

У него то же лицо Клюв у непарного острорылого Орла длиннее клюва.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Пӗри, сӑмсинчен патак тирнӗскер, ҫавнашкалах шӑмӑ патака слон асав шӑлӗн чавса сарнӑ шӑтӑкӗ тӗлне тытнӑ; негр унта ҫӑварӗпе те, сӑмсипе те харӑс вӗрет, анчах сасӑсем мӗнле майпа тухнине Гент ӑнланаймасть.

Один, с продетой в носу палочкой, держал другую такую же костяную палочку у узкого отверстия выдолбленного слонового клыка; он дул в него ртом и носом, но как получались звуки, Гент не мог понять.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Федя вӑрттӑн йӑпшӑнса пыма юратать: уншӑн пулсан лаша таканӗсем ан шаккаччӑр, шпорсем ан чанкӑртатчӗр, лашасем ан кӗҫенччӗр, — итлемен лашасене ҫавӑнтах сӑмсинчен чӑмӑрӗпе лектерсе илет, лашасем ҫинчи ҫынсем ан пӑшӑлтатчӗр, — итлемесен пӗр самах каламасӑрах ҫурӑмран саламатпа тӑсса илет.

Любил Федя подкрасться тихо, чтобы не стучали подковы, чтобы не звякали шпоры, чтобы кони не ржали — а не то кулаком по лошадиной морде, чтобы всадники не шушукались, а не то без разговоров плетью по спине.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ пӗррех шыва сикрӗм те, майраран зонтне туртса илсе симменталь сӑмсинчен ҫапрӑм.

Я как ухну в воду, вырвал у нее зонт да в морду его симменталу.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Таркӑн йӑнӑш ҫулпа кайсан, штраф тӳлет, укҫи пулмасан, малтанах калаҫса килӗшнӗ тӑрӑх, е ҫупкӑ ҫиет, е сӑмсинчен пӳрнепе шаккаттарать.

Если беглец ошибался, то платил фант, а за неимением фанта получал затрещину или щелчок по носу, смотря по уговору.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа йӗке хӳре сӑмсинчен хайлаҫҫӗ.

Из обрезка крысиного хвоста сочиняются всевозможные истории.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Пӗр вӑхӑт уҫӑмсӑр пӑшӑлтатӑва аса илтерекен сасӑсене вӑрман хӑй кӑларнӑн туйӑнать; унтан Ганэльпе юнашарах самантлӑх чарӑнса, сӑрӑ тата хура лашисене уттарса икӗ ҫын иртсе кайрӗ; иккӗшӗ те Роэнк пекех тилӗ ҫӗлӗкӗпе, йӗнер сӑмсинчен тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмлӑ утиял ҫавӑрса хунӑ.

Некоторое время казалось, будто сам лес роняет звуки, напоминающие полувнятный шепот; затем, почти вплотную к Ганэлю, шагом, на серой и черной лошадях проехали двое, смутно похожие на Роэнка лисьими шапками и свернутыми у седельных лук одеялами из цветной шерсти.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Хурав вырӑнне — сӑмсинчен кӗтмен ҫӗртен шаклаттарни; питех те тӗл тата усаллӑн, — Брентган кӑшкӑрсах ячӗ.

Ответом ему был неожиданный щелчок в нос, нанесенный так метко и зло, что Брентган вскрикнул.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Унӑн арҫын туйӑмӗ — «хӗр ачасем» тӗлӗшпе йӗрӗнӳ ҫӑл куҫӗ, — сӑмсинчен чӑмӑр лекнӗрен тӗшӗрӗлсе ӳксе пӗтнӗ.

Его мужское чувство, источник презрения к «девчонкам», было опрокинуто и уничтожено ударом кулака в нос.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Ӑтӑр пысӑк пулнӑ: сӑмсинчен хӳри вӗҫне ҫитиччен вӑл пӗр метра яхӑн пулнӑ.

Выдра была крупная: в длину она имела около ярда, от носа до кончика хвоста.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ку хутӗнче ун сӑмсинчен юн тухнӑ пулнӑ.

Помоги переводом

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Васькӑн сӑмсинчен юн юхса анчӗ.

У Васьки из носа брызнула кровь.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан сасартӑк ӑна пуҫӗнчен ыталаса илсе пуҫ пӳрнипе унӑн сӑмсинчен ҫав тери хытӑ пусрӗ те, Васька кӑшкӑрсах ячӗ.

— И, неожиданно обняв за голову, он прижал ему пальцем нос, да так, что Васька закричал.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Катухльт хуторӗнчи Эмиле курсан лешӗ тӗлӗнсе хытса кайрӗ, арҫын ача йӑлт юрланса пӗтнӗ, сӑмсинчен юн юхать, пичӗ тӑрӑх — куҫҫуль.

Он просто обомлел, увидев Эмиля с хутора Катхульт, — мальчик был весь в снегу, из носа у него текла кровь, а по лицу градом катились слёзы.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Шутсӑр хытӑ мӗкӗрленнипе арҫын ачан сӑмсинчен юн кайма пуҫларӗ, ҫуни вара вырӑнтан тапранасшӑн та мар.

Он настолько напрягался, что из носа хлынула кровь, но всё без толку — сдвинуть сани с места так и не удалось.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫавӑнпа та ҫак доктор пӗрремӗш министр патне кӗме ирӗк илнӗ кашни ҫынна хӑйӗн ӗҫӗсем пирки кӗскен те ӑнланмалла каласа парсан, ун патӗнчен тухса каяс умӗн министра е сӑмсинчен туртма, е хырӑмӗнчен урапа тапма, е хӑпарса тухнӑ ури ҫине виҫӗ хут таптама, е хӑлхинчен туртма, е ӳчӗ ҫине булавкӑпа чикме, е аллинчен кӑвакарса кайичченех чӗпӗтме хушать.

Поэтому доктор предлагает каждому получившему аудиенцию у первого министра, по изложении в самых коротких и ясных словах сущности дела, на прощание потянуть его за нос, или дать ему пинок в живот, или наступить на мозоль, или надрать ему уши, или уколоть булавкой, или ущипнуть до синяка руки и тем предотвратить министерскую забывчивость.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапӑҫнӑ чухне вӑл ещӗке сӑмсинчен кӑларса янӑ пулать.

Во время битвы орел выпустил ящик из клюва.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ пӗр карапӗ ҫине тиенӗ ытти канатсене пурне те тытрӑм та вӗсене шлюпка сӑмсинчен кӑкартӑм, тепӗр вӗҫӗсене хампа пыракан ытти тӑхӑр карапран кӑкартӑм.

Я взял остальные канаты, сложенные на одном из кораблей, и провел их от носа шлюпки к девяти сопровождавшим меня кораблям.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ унта пӗр пысӑк ҫар карапне алла ярса тытрӑм, ун сӑмсинчен вӗрен кӑкартӑм та якӑрне ҫӗклерӗм.

Там я завладел большим военным кораблем, привязал к его носу веревку и поднял якоря.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унтан эпӗ каната туртса кӑларса кашни карапӑн сӑмсинчен ҫеклӗпе ҫаклатрӑм, кантрисене пурне те пӗрле пуҫтарса тӗвӗлесе ҫыхрӑм.

Тогда я вынул приготовленные мною снасти, зацепил крючок за нос каждого корабля и связал все веревки в один узел.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней