Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗсем те унӑн пӗчӗк ачанни пекех таса, — ҫавӑнпа та унӑн сӑмсасӑр пичӗ ҫӳлелле туртӑнса тӑракан тута хӗрри, йӗрӗлсе тӑракан шӑлӗсем пушшех илемсӗррӗн курӑнаҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Сӑмсасӑр тӑрса юлнӑ пулин те, аннен ун еркӗнӗсем — темӗн чухлех, шӑна чухлӗ…У нее любовников — сколько хочешь, как мух, даром что безносая.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Салтаксен чалӑш лартнӑ сӑмсасӑр картузӗсем ҫине, револьверсен сарӑ шнурӗсем ҫине тата аллисенче сулланса пыракан ҫутӑ хӗҫсене вӗсем ҫӑвара карсах пӑхса тӑнӑ.
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку леш матросӑн пысӑках мар фотографи карточки пулнӑ, вӑл унта матрос формипе, вӗҫкӗн лартнӑ сӑмсасӑр картузпа ӳкнӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗри — лутра, кутамас, сиввӗн пӑхаканскер, виҫ кӗтеслӗ шӗлепкепе, тепри — тулли ҫын, кӑвак ҫӳҫлӗ, сӑмсасӑр картузлӑ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӑмсасӑр катемпи пулса ан юл тата.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Чанккама, авмак сӑмсаллӑ матрос, сарлака кантлӑ, сӑмсасӑр карттусне чалӑштарса тӑхӑннӑскер, каҫӑна пӑрахута кӗмелли вырӑнтан туртса илчӗ те карлӑк хӗррине, такелаж хатӗрӗсем ҫывӑхнерех, майлаштарса хучӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Крыльца патне икӗ яштака юнкер пырса тӑчӗҫ, вӗсем тусанланнӑ сӑмсасӑр картус тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗсем хыҫне чалӑшшӑн карабинсем ҫакса янӑ.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӗрӗпех, столицӑн пӗтӗм районӗсенчен, хула хӗррисенчи мӗнпур урамсенчен — Смольнӑйӑн аслӑ картишне ушкӑн-ушкӑнӑн хӗҫпӑшалланнӑ рабочисем пырса пухӑнаҫҫӗ; картишӗнче темиҫе тӗлте вутӑ ҫунса тӑрать, вут ҫути рабочисен сивлек те ҫиллес сӑн-пичӗсене ҫутатать, тата вӗсен ҫиелтен пиҫиххипе, патронташпа, пулемет лентисемпе ҫыхса ҫар тумтирӗ туса хунӑ кивӗ пиншакӗсене, фронтран тавӑрӑннӑ салтаксен шинелӗсемпе ҫӗтӗк ҫӗлӗкӗсене, ыттисенчен уйрӑмрах тӑракан Балти морякӗсен сӑмсасӑр картусӗсем ҫийӗнчи ылттӑн саспаллисене — ҫутатса йӑлкӑштарать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӗрмене хирӗҫ, урам кӗтессинче, хӗрлӗ кӑшӑллӑ, пуставран ҫӗленӗ сӑмсасӑр картуз тӑхӑннӑ нимӗҫ часовойӗ каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрет.Часовой стоял у дверей тюрьмы, в суконной бескозырке с красным околышем, расхаживал по тротуару.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Ил манӑнне, — сӗнтӗм эпӗ, хамӑн пуҫри сӑмсасӑр ҫӗтӗк картуза хывса.— Бери мою, — предложил я, снимая драный картуз без козырька.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Салтаксенчен пӗри, пӳрнисене сарса ярса, аллине сӑмсасӑр картусӗ патне ҫӗкленӗ.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Василий юрра хутшӑнчӗ: ӑна хулпуҫҫирен уртӑннӑ ҫӳллӗ ҫын та юрра тӑсса ячӗ, вӑл салтак, гренадерӑн сӑмсасӑр картусне тӑхӑннӑ, служба пӗтерсе кокардӑсӑр килнӗскер; юрра тата ик-виҫ ҫын хутшӑнчӗ:
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Анчах пӗр сӗнӳ парасшӑн: ҫакӑн пек сивӗ чух хӑвӑра-хӑвӑр сыхлас пулать, ахалӗн сӑмсасӑр та юлма пултаратӑр.Только замечание должен сделать: в такой мороз нужно следить за собой, а то и без носа останетесь.
Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Эпӗ карӑм; сухаллӑ, вӑрӑм буфетчик, сӑмсасӑр хура пурҫӑн калпак тӑхӑннӑскер, мана куҫлӑх витӗр тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те: — Уйӑхне икӗ тенкӗ. Паспӑрт, — терӗ хуллен.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукаҫей кукамайӑн кацавейкипе, сӑмсасӑр кивӗ картуспа, куҫӗсене хӗссе пӑхать, темшӗн кулкалса илет, йӑпшӑнса утнӑ пек, ҫинҫе урисене хуллен пусса утса пырать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пуҫне «Витязь» тесе ҫырнӑ сӑмсасӑр картус тӑхӑннӑ.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫак улшуҫ, сӑмсасӑр адониссемшӗн, ҫӗнӗ антикӑсемшӗн тата кивӗ картинӑсемшӗн нумай тупӑш илнипе лӑпланаймасӑр, пушӑ вӑхӑтра арҫынсемпе хӗрарӑмсене явӑҫтарас ӗҫе туса пынӑ, ку ӑна кӑмӑла кайнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл йӑрӑмлӑ тельняшкӑпа, унӑн сарлака брюкийӗ ҫилпе вӗлкӗшет, пуҫӗ ҫинче — сӑмсасӑр картуз, ҫӑварӗнче — чӗлӗм, чӗлӗмӗнчен тӗтӗмӗ, пӑрахут мӑрйинчен тухнӑ пек, ҫӳлелле ункӑланса хӑпарать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Рея ҫинчи моряксем сӑмсасӑр картузӗсемпе сулаҫҫӗ.
Карап ҫине! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.