Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӑх депутачӗсен вырӑнти Совечӗсем хӑйсен территорийӗнче государство, хуҫалӑх, социаллӑ пурнӑҫпа культура строительствине ертсе пыраҫҫӗ; экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн планӗсене тата вырӑнти бюджета, вӗсене пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчетсене ҫирӗплетеҫҫӗ; хӑйсене пӑхӑнса тӑракан государство органӗсене, предприятисене, учрежденисемпе организацисене ертсе пыраҫҫӗ; законсене пурнӑҫлассине, государствӑри тата обществӑри йӗркелӗхе, граждансен прависене сыхлассине йӗркелеҫҫӗ; ҫӗршывӑн оборона хӑватне ӳстерсе пыма пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Эсир ун чухне хамӑр йӑха тӑшмансенчен сыхлассине Хура Урасем шансах тараҫҫӗ.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Унтан эпӗ чыслӑ судьясем, чӑн-чӑн ӑслӑлӑхҫӑсемпе законҫӑсем ертсе пыракан суд палатисем ҫинчен калама тытӑнтӑм; тавлӑ ӗҫсене татса парассине, усал ӗҫе айӑплассине тата айӑпсӑра сыхлассине ҫавсем ҫине хунӑ ӗнтӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Право йӗркине сыхлассине, саккуна пӑхӑнассине, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене хисеплессине – обществӑн ҫак тӗп пахалӑхӗсене чӑн-чӑн профессионалсем, вӑйлӑ та хӑюллӑ ҫынсем, тӳрӗ кӑмӑллӑ та тивӗҫе парӑннӑ полици ӗҫченӗсем шанчӑклӑн тивӗҫтереҫҫӗ.
Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/11/10/glava-chu ... aet-s-dnem
Веселый салинчен инҫетрех мар, хӗвелтухӑҫнерехре ларакан хутора тӑшманран сыхлассине те эпир стратегилле пысӑк задача вырӑннех хутӑмӑр, мӗншӗн тесен ку хутортан Веселый ялӗ патне пымалли вырӑнсене питӗ лайӑх персе тӑма пулать.
Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫакӑ чи малтанах республика ертӳлӗхӗ ҫамрӑк ӑрӑва тӗрекленсе вӑй илтермешкӗн инвестици хывассине хаклама тытӑннипе, ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассине, вӗсен сывлӑхне сыхлассине, ҫамрӑк ӑрӑва телейлӗ ҫитӗнтерессине патшалӑх политикин приоритетлӑ тӗллевӗ туса хунипе ҫыхӑннӑ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1