Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗн, Ывӑлӗн, Ҫветтуй Сывлӑшӗн ячӗпе.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫӳрӗччӗ Славик Эльвирӑпа, унӑн илемне чунпа ҫеҫ туйса, алӑпа сӗртӗнме хӑймасӑр, ҫав черченкӗ япала хӑй ҫумӗнче пынипе киленсе, унӑн хусканӑвӗсене курса, сывлӑшӗн варкӑшне сиссе, вӑл Славикпе пынишӗн, сӑмах хушнишӗн, куҫӗпе пӑхнишӗн телейлӗ пулса.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ҫак юхӑмӑн хӑшпӗр пайӗсем Ҫӗр ҫинех вӗҫсе ҫитеҫҫӗ, унта вӗсем атмосфера сывлӑшӗн ҫиелти сийӗпе тӗртӗнсе сывлӑша ҫутатаҫҫӗ.
Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
— Ашшӗйӗн, ывӑлӗн, святой сывлӑшӗн ячӗпе…
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Святой сывлӑшӗн ҫӑлкуҫӗсене кам ытларах пӑтратнине пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет, тен, вӑл сирӗн ҫылӑх пулӗ; кӗнеке ҫинчи ларакансем — хут ҫинче ларакан ҫынсем, а эпӗ кӗнеке ҫинче, хут ҫинче ларакан мар, эпӗ — простой, чӗрӗ ҫын…
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ашшӗн, ывӑлӗн тата ҫветуй сывлӑшӗн ячӗпе… — сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, ҫав сӑмахсене пӗрмаях калакан ҫынсем пек кӗскеткелесе, кӑмӑл хусканӑвӗпех мӑкӑртатрӗ вӑл.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ашшӗн, ывӑлӗн, святой сывлӑшӗн ячӗпе!
VIII. Калаҫнипе мӗкӗрни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Куратӑн-и, — тет профессор, — эпир халӗ атмосфера сывлӑшӗн пусӑмӗ ӑшӗнче тӑратпӑр, эпӗ малалла барометр вырӑнне манометрпа виҫмелле пулассине темӗн пекех кӗтсе тӑратӑп.
XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
1606 ҫулта Испанин тинӗс ҫӳревҫи Квирос пӗр паллӑ мар ҫӗр ҫине пырса ҫакланнӑ та, ӑна «Australia de Espiitus Santus» тесе, урӑхла каласан, «святой сывлӑшӗн кӑнтӑр ҫӗрӗ», тесе ят панӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ашшӗн, ывӑлӗн тата ҫветтуй сывлӑшӗн ячӗпе…
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ашшӗпе ывӑлӗн, ҫветтуй сывлӑшӗн ячӗпе…
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Ашшӗпе ывӑлӗн; ҫветтуй сывлӑшӗн ячӗпе… — пӑшӑлтатрӗ вӑл.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сылтӑм алли унӑн Суламифь пуҫӗ айӗнче пулнӑ, сулахаййипе вӑл ӑна ыталанӑ, — ун сывлӑшӗн ароматне пӗтӗмпех хӑй ҫинче, ҫӳҫӗсенче те тӑнлавӗсенче, туйса тӑнӑ хӗр.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
16. Хӑйӗн тулӑхлӑ мухтавне кура, Хӑй Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Вӑл сирӗн шалти ӑс-хакӑлӑра тӗреклӗлентерме вӑй патӑрччӗ, 17. ҫапла ӗненнипе сирӗн чӗрӗрсем ӑшне Христос вырӑнаҫтӑрччӗ, 18-19. юрату сирӗн тымарӑр, сирӗн никӗсӗр пултӑрччӗ, вара сирӗн мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле Христос юратӑвӗн сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ мӗн иккенне пӗлсе ҫитмелле пултӑрччӗ, Христосӑн ӑспа пӗлме ҫук юратӑвне ӑнласа илмелле пултӑрччӗ; ҫапла вара сирӗнте Туррӑн пур ырӑлӑхӗ те пултӑрччӗ.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Иисус Христоспа пӗрлешнӗскер, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма та пултаратӑп; 18. суя тӗнлисене ӗнентернӗ чухне эпӗ хам нимӗн те туман, пурне те ман урлӑ Христос турӗ: Вӑл суя тӗнлисене сӑмахпа, ӗҫпе, 19. паллӑсен те кӗтретсен вӑйӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Турра ӗнентерекен турӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хамӑр Унӑн ӑшӗнче тӑнине, Вӑл та пирӗн ӑшра тӑнине эпир Вӑл пире Хӑй Сывлӑшӗн ырӑлӑхӗсене панинчен пӗлетпӗр.13. Что мы пребываем в Нем и Он в нас, узнаем из того, что Он дал нам от Духа Своего.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иисус ҫывӑхарах пырса вӗсене ҫапла каланӑ: ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ: 19. ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр, 20. Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене; Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп, тенӗ.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ вара Иакова хӑйӗн усал ӗҫне, Израиле хӑйӗн ҫылӑхне пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗн хӑвачӗпе, тӗрӗслӗхпе тата ҫирӗплӗхпе тӗреклӗлентӗм.
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1