Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сывлӑшӗ (тĕпĕ: сывлӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ешӗл вӑрманлӑ, шӑнкӑрти ҫӑлкуҫлӑ капмар сӑртсен ӑрӑмлӑ сывлӑшӗ этеме хавал та хавхалану кӳрет.

Помоги переводом

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Петр Петровичӑн сывлӑшӗ питӗрӗнсе ҫитнӗ, куҫне темӗнле тӗтре карса илнӗ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сывлӑшӗ те.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунти сывлӑш — поэзи сывлӑшӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сывлӑшӗ питӗрӗнсе ларчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Уҫӑ сывлӑш, пӗве сывлӑшӗ, кӑкӑра ҫӗклентерчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла чупма сывлӑшӗ питӗрӗнсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта сывлӑшӗ те уҫӑрах пек, вӑштӑр ҫилпе чӳхенекен йывӑҫсен хусканӑвӗ те урӑхларах пек.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫак сӑмахсем пуҫне пас тытнӑ хӗрарӑмшӑн пур таврана кисрентерсе ахӑракан аҫа-ҫиҫӗмрен те хӑрушӑрах туйӑнчӗҫ: урисем лӑштӑр кайрӗҫ, аллисем тытамак вӑхӑтӗнчи пек тӑр-тӑр чӗтрерӗҫ, сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӗрӗн ӑшӑ сывлӑшӗ каччӑна вӑй-хал хушрӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вырӑнӗ хитре кунта: хыр-чӑрӑш вӑрманӗн таса сывлӑшӗ кӑкӑра ачашлать, ӳпкене тасатать.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Тарӑн ҫырма урлӑ хыпаланса каҫнипе сывлӑшӗ пӳлӗнсех ларчӗ.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уҫӑ сывлӑш самантрах вӑй кӗртсе чӗртрӗ качча ҫапла, сывлӑшӗ ырӑ-ха кунта.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Утнӑ май, Иван Капитоновичӑнни евӗрех, сывлӑшӗ пӳлӗнет.

Помоги переводом

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Атте Турӑ, Ывӑлӗ Турӑ, Ҫветтуй Сывлӑшӗ Турӑ, Турӑ Амӑшӗ!

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна курсан е аякран утса килнине палласа илсен, унӑн тӗттӗмре те йӑлтӑртатакан хӑмӑр куҫӗсенчен пӑхсан хӗрӗн сывлӑшӗ пӳлӗнетчӗ, ури вӑйӗ пӗтетчӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Крымӑн кӑнтӑр хӗрринчи типӗ ӑшӑ климат, таса тинӗс сывлӑшӗ тата иҫӗм ҫырлипе тӗрлӗрен фруктсем пурри чирлӗ ҫынсене нумайӑшне ӑраснах илӗртсе тӑрать.

Сухой и теплый климат, чистый морской воздух, виноград и фрукты привлекают на южный берег Крыма много больных.

Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринчи иҫӗм ҫырли пахчисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Трусиклӗ пижонсем хӑвӑрт утрӗҫ, хӑйсен сывлӑшӗ те кӑштах пӳлӗннӗ, уйӑх ҫутинче вӗсен кукшисем пергаментран тунӑ пек курӑнчӗҫ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эхлетрӗ, ахлатрӗ, виҫине пӗлмесӗр клевер ҫисе тултарнӑ ӗне пек мӑшлатрӗ, хушшӑн-хушшӑн сывлӑшӗ те пӳлӗнсе ларчӗ курӑнать.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр виҫӗ кунтан Укахви йӑмӑкӗ аппӑшӗн сывлӑшӗ кӗскелнине асӑрхарӗ те амӑшне ҫакӑн пек хыпар пӗлтерчӗ:

Помоги переводом

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней