Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кичемлӗхпе кӳтсе тӗмсӗлнӗрен пӗр самантлӑха та пулин «уҫҫӑн сывлас» килчӗ унӑн.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тӳпе тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ, таса; уй-хир урлӑ инҫетри-инҫетри курӑнать; сывлӑш уҫӑ, кӑкӑр туллин сывлас килет; ҫуллахи пек тусан мӑкӑрланмасть, шӑна-пӑван та аптӑратмасть.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кӑчкӑ шӑрши кӗрекен, пыл тутипе тулнӑ сыв-лӑшпа кӑкӑр тулли сывлас та сывлас килет.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сывланӑҫемӗн сывлас килет ку сывлӑша!
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Чӗре таппи илтӗнменпе пӗрехчӗ, сывлас вырӑнне чарӑна-чарӑна хӑрлататчӗ кӑна…
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
«Чеб.медиа» ҫырнӑ тӑрӑх, кинемей уҫӑ сывлӑшпа сывлас тесе чӳречене уҫнӑ та аялалла персе аннӑ.
Кинемей чӳрече уҫнӑ та поликлиника тӑррине персе аннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32228.html
Урисен тӗлӗнче хумлӑн-хумлӑн ҫапӑна-ҫапӑна янрав сасӑ ун патнелле ҫывхарать; хускалмасӑр тӑракан пӗтӗм ӳчӗпе-кӗлеткипе кулакан, темӗскерпе хускалнӑскер, паллӑ марлӑха тав тӑваканскер — Ассунтӑн яланах, ӗмӗрӗпех ҫапла тӑрас, ҫапла сывлас та хӑйӗн пӗчӗк чӗринчен перӗнес килет, — унӑнах талтлатать-и унта?
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тӗтӗм шӑрши ешӗл вӑрман сывлӑшӗпе сывлас киленӗве ытарайми ҫепӗҫлӗхпе ҫавӑрса сарӑлнӑ.Его запах придавал удовольствию дышать воздухом лесной зелени дикую прелесть.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах кунӗпе библиотекӑра ларнӑ хыҫҫӑн хӗрӗн уҫӑ сывлӑшпа сывлас килчӗ; вӑл ҫуранах утрӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Хӑшпӗр чухне вӑл, тинӗс сывлӑшне сывлас тесе, пуҫне алӑкран тулалла кӑларатчӗ, анчах аллипе стенаран тытса тӑратчӗ.Иногда он высовывал нос за дверь — подышать морем, но хватался при этом за стену.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сывлас сывлӑшӗ те йӑмрӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Туйнӑ ӗнтӗ амӑшӗ, чухланӑ сывлас юлашки сехечӗсем ҫитсе пынине.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗнешкел кӑмӑллӑ япала иккен вӑл, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнлансан, — ҫулҫӑ ҫатӑлтатӑвӗ евӗр кӑшт ҫеҫ палӑракан варкӑш каллех Кӗҫенин сывлас сыпкӑм сывлӑшне чиперлетрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Самӑррине пула-и-тен, темиҫе сӑмах каланӑ хыҫҫӑн кӑштах ҫӑварне уҫса тата сенкер пысӑк куҫӗсене пӑртак ҫавӑрса хурса тарӑннӑн сывлас йӑла пур унӑн.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӑна куҫран пӑхас тесе, вӑл хамӑн алла хыттӑн чӑмӑртанине туяс тесе, тата аттен урӑх никамӑн та унӑнни пек пулма пултарайман сывлӑшне сывлас тесе ун патне сиксе ӳкрӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Артур, тумтирпе витӗннӗскер, сывлас марчӗ тесе тӑрӑшса, вӗсем калаҫнине итлесе выртрӗ.Артур, закрывшись с головой, старался не дышать и чутко прислушивался к их разговору.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫак малтанхи кунсенче ҫынсен нумайрах ҫӳрес, тарӑнрах сывлас, хытӑрах калаҫас килнӗ — темиҫе уйӑх тӗрмере ларнӑ хыҫҫӑн ирӗке тухнӑ вӗт!
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пустуй лӑпӑртатни ҫынна ывӑнтарать: манӑн уҫӑ сывлӑшпа сывлас тата пӗччен юлас килнӗччӗ.Пустая болтовня утомляет человека: мне захотелось подышать свежим воздухом и побыть одной.
XV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ваннӑ улӑм пӗрчипе тусан сывлас сывлӑша пӳлес пек сирӗле пӗлми мӑкӑрланса тӑчӗ.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑватлӑ тапак тӗтӗмӗ сывлас сывлӑша питӗрет, куҫа касса йӳҫӗтет, алӑка яри уҫнӑ пулин те, тӑкӑскӑ шӑршӑ тасала пӗлмест.Терпкий табачный дым щиплет горло, режет глаза, хотя дверь распахнута настежь.
II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1
- 2