Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сутать (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн пытарма май килнине: тырри-пуллине, выльӑххи-чӗрлӗххине — пӗтӗмпех Михха урлӑ сутать.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Харпӑр хӑй япалине кам хурласа сутать пулӗ?

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫапла, Стасик, хуню сан ҫынсене тара тытмасӑрах хӑйшӗн ӗҫлеттерет, вӑрманне сутать, ҫурмалла пайлать.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунсӑр пуҫне ытлашшине сутать.

Помоги переводом

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Ҫӑмартине, ав, Сантӑр кайса сутать, Кирле укҫине те пӗр пус юлмиччен хӑй пӗтӗрсе илет.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл, мӗн, лашасен сӗллине вӑрласа сутать, теҫҫӗ.

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтрейӑн арӑмӗ пӗрмай сахӑртан сӑмакун туса сутать иккен.

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Паян акӑ вӑл атӑ-пушмак ҫӗлекенсене ертсе пырать, ыран пулӑ тыттарать, тепӗр кунне хӑма-пӗрене, тимӗр-шифер сутать.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Хам вилсен ачам-пӑчам ӑна сутать те укҫаллӑ пулать.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Проститутка укҫашӑн лешне кӑна сутать, эс вара — чунна.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӳкеҫрен илсе килнӗ аш-какая Валентина Терентьева кунсерен сутать.

Помоги переводом

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Ҫавнашкал ман атте те мулшӑн чунне сутать

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй кашни кӗркунне амӑшӗн ҫӗр улмине пӗр машина тиесе килет те Атӑл тарӑх анаталла кайса сутать.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Кам ҫавӑн пек шултӑра, хӳхӗм улмана виҫ тенкӗлле сутать?

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унтан пӗрре ҫапла Ҫӗпрел пасарне кайрӑм та пӑхатӑп — хайхи тутар пирӗн лашасене виҫӗ хут хаклӑрах сутать.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович вара ҫаплах хӑй лавкка тытса тӑрать, таварӗсене темиҫе хут ӳстерсе сутать.

Помоги переводом

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй вӑл Бухарапа суту-илӳ тӑвать, вырӑссене утсем сутать.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Фермӑн икӗ лашине пӑхать, те сӗт кайса сутать.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сӗт сутать.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пурне те сутать Ярмулла: чӑххисене, ҫӑмарта, хӑмла, ҫу, ҫӑпата, аш…

Ярмулла все продает: кур, яйца, хмель, масло, лапти, мясо.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней