Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, шел те, суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Нискасси патӗнче фура 35-ри хӗрарӑма таптаса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37630.html
«Газель» водителӗ суранӗсене пула вырӑнтах вилнӗ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Газель» водителӗ аварире вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37447.html
Ахмедов ура ҫине тӑма пултарайман, ҫапах та вӑл Светлана патне шуса пынӑ та унӑн суранӗсене ҫыхма хӑтланнӑ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Шел, кукаҫей вӑрҫӑ суранӗсене пула нумай пурӑнаймарӗ.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
«Аманнисене» сӗтӗреттӗмӗр, «суранӗсене» ҫыхса яраттӑмӑр…
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Вӑхӑт чун суранӗсене сиплет.
XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Вут-ҫулӑм айӗнче аманнисен суранӗсене ҫыхнӑ, ҫав хушӑрах тӑшмансене пӑшалпа пеме те ӗлкӗрнӗ.
Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.
Укахви, хӑйӗн икӗ тусне курсан, вӑйранах тӑрса ларчӗ, суранӗсене хупларӗ.
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Мӗн тума аса илмелле пулчӗ-ха вӑрҫӑ суранӗсене?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Лешӗ суранӗсене пула сывлама пӑрахнӑ.
Мӑрсак ялӗнче ҫынна вӗлернӗ: 23-ри ҫамрӑка тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35139.html
Ҫак кун пӗтӗм ҫынна хумхантарать, пысӑк савӑнӑҫпа кашни ҫемьери сапланми ҫухатусене, тӳрленми чӗре суранӗсене пӗрлештерет.
Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/
Юлташӗсем ӑна ҫавӑнтах питне ҫума пулӑшрӗҫ, унтан суранӗсене ҫыхса ячӗҫ…
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Нимӗнле чӗрӗ чун чӑтайми ыратни пирки мар, ҫав ыратнине чӑтаймасӑр йынӑшса ярас марчнӗ тесе шухӑшларӗ Асмантей хӑйӗн суранӗсене тӑвар чӗпӗте-чӗпӗте сапнӑ чухне.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑйсене йытӑ ҫыртнисем суранӗсене ҫыхма васкарӗҫ, теприсем тем-тем усал сӑмах каласа такама ылханчӗҫ.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Этем чӗри суранӗсене вӑхӑт имлемен пулсан ҫӗр ҫинче пӗр ҫын та юлас ҫук. Пӗр хуйхӑсӑр ҫын ҫук», — тет Апраҫ аппа.
Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Суранӗсене сиплесе ҫыхрӑм.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Арҫыннӑн питӗнчи суранӗсене пластырьпе ҫыпӑҫтарчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пациент, суранӗсене йод ҫатӑртаттарнипе, сывлӑша шӑлӗ витӗр ш-ш-ш-ш» ӑшлатса ӑша туртса, кӗлеткипе пӑркалана-пӑркалана, туртӑна-туртӑна илчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
…Ула Тимӗр вуннӑмӗш класра вӗреннӗ чух, хӗлле, унӑн пурнӑҫӗнчи тепӗр тӗп тӑван тӗрев «шартах хуҫӑлчӗ» — ҫулсерен шалтан-шала кайса пынӑ вӑрҫӑ суранӗсене пула ашшӗ ҫӗре кӗчӗ (юрать-ха патшалӑхӗ ку тӗле вӗреннӗшӗн тӳлемелли саккуна пӑрахӑҫларӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Совет Союзӗ «пӳрленсех тӑракан» вӑрҫӑ суранӗсене сиплесех те ҫитерейменччӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.