Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах тахҫанах аманнӑ чӗрин тарӑн суранӗнчен чӗрӗ юн пӑчӑртанса тухма пуҫлани ыйхине хӑваларӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Суранӗнчен юхакан юн шурӑ юра хӗрлӗ тӗспе сӑрлать.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Унӑн суранӗнчен юн ҫаплипех сӑрхӑнать.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн аял хӗрри, ӑна ката хӗрри хыҫӗнчен тухман хӗвелӗн кӑвар ҫути ҫапнине пула, этем суранӗнчен йӑкӑрр юхса кӳлленнӗ юн пекех хӗп-хӗрлӗ.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
Вӑл аллипе суранӗнчен тытса ҫӗре персе анчӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫурса янӑ сулахай аллаппинчи суранӗнчен юн сӑрӑхать, вӑл ийине мӑлатукпа ҫапнӑ чух майсӑр лектерсе ҫӗмӗрнӗ курӑнать.Кровоточила ссадина на кисти левой руки: вероятно, расшиб при неудачном ударе по зубилу.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унӑн ҫамки ҫинчи пысӑк суранӗнчен юн кӗрлесе юхать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пуҫӗнчи суранӗнчен хӑй ҫул тӑрӑх юн юхтарса кайрӗ.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унӑн тахҫанхи суранӗнчен леш ҫӗҫҫе туртса кӑларма хатӗрленнӗ пекех туйӑнчӗ ӑна.Ей показалось, что кто-то готовится вынуть нож из ее давнишней раны.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗр хӗрарӑм ҫавӑнтах ҫӗр ҫиме ларнӑ та ачине кӑкӑр ӗмӗртет, урине амантнӑ упӑшки унпа юнашар, стена ҫумне таянса ларнӑ; унӑн суранӗнчен юн юхать, хӑй, ыратнине туймасӑр, пӑшалне лӑпкӑн авӑрласа, пӗр тӗлсӗр тӗттӗмелле перет.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Суранӗнчен темӗн чухлӗ юн палкаса тӑрать, Мюльреди хӑй кӑвакарса кайнӑ, хӑрушӑланнӑ, ҫавӑнпа та ӑна вӑйлӑ аманнӑ тесе калама пулать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Суранӗнчен юн вайлӑ юхать, анчах Гленарван, алӑ сыпӑкӗсене ирӗккӗнех хускаткаласа, хӑйӑн тусӗсене пикенсех ӗнентерет: пӑшалпа пени мана нимӗнех те тӑваймарӗ, тет.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Йывӑҫӑн пуртӑпа касса пулнӑ суранӗнчен ҫав ырӑ шӑршӑллӑ сӑмала юхса тухать те сурана витсе эмеллет.А из ранки от топора из дерева побежит эта ароматная смолка и ранку эту затянет.
Тилӗ ҫӑкӑрӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 7–9 с.
Суранӗнчен юн юхнине туймасӑр, тусанланнӑ Москаленко куҫне шӑлса илет те хӑй умӗнче тӑракан ҫӳллӗ фашиста кинжалпа чикет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫапса ҫурнӑ суранӗнчен шапӑрах сирпӗнсе тухнӑ юн куҫӗсем ҫине юхса анчӗ, вӗсене хупӑрласа лартрӗ.Кровь из рассеченной раны густо хлынула ему в глаза, ослепила.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эх, апӑрша, вӑл пӗр хускалмасӑр выртать, суранӗнчен пӗр чарӑнми юн юхать…Бедняжка, она лежала неподвижно, и кровь лилась из раны ручьями…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
35. Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ та, патша Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, ун суранӗнчен ҫар урапи ҫине юн юхнӑ, каҫхине вилнӗ вара.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1