Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сунсан (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана паллатӑр-и, астӑватӑр-и? — ыйтрӗ вӑл сывлӑх сунсан.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл мана курчӗ те, вулама пӑрахса, тӳрленерех ларчӗ, эпӗ сывлӑх сунсан, тахҫанах пӗлекен ҫын евӗр хирӗҫ сывлӑх сунчӗ, анчах хӑй мана сӑнаса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пӑртак канса тӑнӑ, уҫӑлнӑ хыҫҫӑн перекет кассине вӑл сулмаклӑн утса кӗчӗ, кантӑк хыҫӗнчи сӗтел хушшинче ларакан икӗ хӗрарӑма йӑл кулса кӑмӑллӑн сывлӑх сунсан чӳрече умне хӑйӗн докуменчӗсене кӑларса хучӗ:

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Урамра сывлӑх сунсан та нимӗн те чӗнмест.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Куратӑп, — тет барон, — юласшӑн, Сунсан та пымӑн, хӑть ӗрле.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗр-пӗрне сывлӑх сунсан Абдул пуҫларӗ:

После обмена приветствиями Абдул сказал:

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сывлӑх сунсан ҫул ҫӳревҫӗ кӑмӑлӗ ҫӗкленӳллӗ пулнипе асӑрхарӗ; вырӑнти йӑла-йӗркене кулӑшла сӑнарласа Ливингстон Уиджиджири хӑйне евӗрлӗхсемпе паллаштарма пуҫларӗ.

Поздоровавшись, он заметил, что путешественник в хорошем расположении духа; Ливингстон стал рассказывать об Уиджиджи, юмористически рисуя местные нравы и обычаи.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Залри ҫынсем пире пӗтӗм чӗререн кӑмӑлланине куртӑм эпӗ: Сталин юлташа хисеплесе сывлӑх сунсан, тӑвӑллӑн кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.

Я видел, что в зале люди искренне и горячо расположены к нам: когда с уважением поздравили Сталина, все начали бурно кричать.

Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Мана сывлӑх сунсан, анне икӗ аллипе тытса пуҫӑма каҫӑртрӗ, унтан ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ те: — Эсӗ макӑртӑн-им паян? — терӗ.

Поздоровавшись со мною, maman взяла обеими руками мою голову и откинула ее назад, потом посмотрела пристально на меня и сказала: — Ты плакал сегодня?

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нумаях кӗтмелле пулмарӗ, хулара каллех Вера Попова евӗрлӗ ҫӳллӗ хӗрарӑма хулӗнчен ҫавӑтса ҫӳрекен Нестеренко курӑнма пуҫларӗ; урамра Якова тӗл пулсан, вӑл ун ҫине инҫетренех витӗр пӑхнӑ пек пӑхрӗ, патне пырса сывлӑх сунсан вара тӳрех ыйтрӗ:

Ждать пришлось не очень долго, в городе снова явился Нестеренко под руку с высокой дамой, похожей на Веру Попову; встретив на улице Якова, он, ещё издали, посмотрел сквозь него, а подойдя, поздоровавшись, спросил:

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Рабочисем хӑйне ырӑ сывлӑх сунсан, вӑл вӗсене, хӗрелсе кайса, нимӗн чӗнмесӗр, кулмасӑр, мӑнкӑмӑллӑн пуҫ тайрӗ.

А когда рабочие желали ей доброго здоровья, она, краснея, молча, без улыбки на лице, важно надутом, кивала им головою.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Дик Сэнд ӑна акӑлчанла: «Ырӑ сунатпӑр», — тесе сывлӑх сунсан, палламан ҫын ҫав чӗлхепех нимӗнле йӑнӑшсӑр хирӗҫ ответленӗ хыҫҫӑн тавҫӑру ҫирӗпленчӗ.

Догадка эта перешла в уверенность, когда Дик Сэнд сказал ему по-английски: «Добро пожаловать», а незнакомец ответил на том же языке без какого бы то ни было акцента.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сухал ӳстере пуҫланӑ кил хуҫи Алапа Велюшне ытла хапӑл тусах кӗтсе илмерӗ, хӑйне ирӑ сывлӑх сунсан та, Шерккей сӳрӗккӗн кӑна пуҫ сӗлтем пек турӗ.

Но успевший отростить бороду хозяин, не кинулся с объятиями, а встретил сдержанно, сухо кивнув на приветствие.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Апла пулин те, ӑна сывлӑх сунсан, йӑнӑш пулмасть.

В этом случае ничего страшного, если вы поздороваетесь с чужим человеком.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Шавлӑ хула урамӗнче пӗр-пӗринпе танлашсан сывлӑх сунсан тата аванрах.

При оживленном уличном движении это расстояние определяют обстоятельства.

4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

— Эпир ҫырӑнас ыйтупа-ха, — терӗ Кирюк сывлӑх сунсан.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Маюк сывлӑх сунсан палламан арҫын ун куҫӗнчен пӑхрӗ, сӑнӗнчен улшӑнчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫумри ҫын кӑмӑллӑ калаҫсан, ырӑ сунсан кирек мӗнле йывӑрлӑх та ҫӑмӑлланнине чунпа туйса илчӗ вӑл.

Он на деле убедился, как доброе отношение и сочувствие могут облегчить любую боль.

Пыл хурчӗсемпе паллашни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 19,21,23 с.

Куккуна сывлӑх сунсан та, ҫылӑх пулас ҫук вӗт, э?

И поздороваться бы с дядей не грех, а?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хуйха ӳкнӗ, ҫынсенчен ютшӑнма пуҫланӑ, кунӗ-кунӗпе шкулти тӑвӑр пӳлӗмре ларнӑ е ял таврашне тухса ним тӗллевсӗр утса ҫӳренӗ, хирӗҫ пулакан ҫынсем сывлӑх сунсан та, вӗсене асӑрхаман пек хирӗҫ сывлӑх сунман.

Горе потрясло его, он стал дичиться людей, днями не выходил из тесной комнатушки при школе или бесцельно бродил по окрестностям, не отвечая на приветствия встречных, будто никого и не замечал.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней